Анатолий Попов ячĕпе турнир

Анатолий Попов ячĕпе турнир

Шашка ăс-тăна çивĕчлетме пулăшать кăна мар, ку вăйă кăсăклă та. Вырăнта унпа туслисем сахалăнах мар. Анатолий Попов ентешĕмĕр те çак спорт енĕпе питĕ туслă пулнă.
— Анатолий Попов 1935 çулта çуралнă. Çамрăк шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслă пулнă, каярах та çак ăсталăхне çухатман. 1950—1960 çулсенче йĕлтĕрпе чупса район чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ. Яш волейболла та, лапталла та вылянă, унăн ушкăнĕ яланах малти вырăнсемпе палăрса тăнă. Район, республика чысне çамрăксен ку енсемпе пĕрре мар хÿтĕлеме тивнĕ, — паллаштарчĕ паллă ентеш пултарулăхĕпе спорт ветеранĕ Василий Пундяков.
Анатолий Никандрович шашкăлла та лайăх вылянă, районта яланах призерсен йышĕнче пулнă вăл. Спорткомитетра ĕçленĕ май, спорта аталантарас тесе чылай тăрăшнă. Вăл вăхăтра район команди республикăра, чылай спорт ăмăртăвĕсенче, лайăх кăтартусемпе палăрса тăнă. Тĕслĕхрен, 1969 çулта «Урожай» ирĕклĕ спорт обществин республикăри чемпионĕн ятне тивĕçнĕ. Районти спорт ветеранĕсем пултаруллă ентешне манмаççĕ, унăн ячĕпе турнир йĕркелеççĕ. Çак кунсенче вĕсем хăйсен ăсталăхне тепĕр хут тĕрĕслерĕç: районти тĕп библиотекăра А.Н.Попов ячĕпе шашка турнирĕ иртрĕ. Унта сакăр ветеран — С.В.Зайцев, Н.А.Индюков, В.М.Константинов, В.Г.Константинов, И.П.Мартынов, Н.И.Кокшин, В.И.Пундяков, А.И.Турханов — хутшăнчĕ. Шашкăна чунтан парăннисем вылянине пăхма питĕ кăсăк пулчĕ, вăл хĕрÿ иртрĕ. Шашкăлла выляса Николай Индюков малти вырăна çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Сергей Зайцев. Николай Кокшин вара виççĕмĕш вырăнпа палăрчĕ.

В.БОРОВКОВА,
библиотекарь.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *