Понедельник, 9 декабря

Пуçтарăнса калаçнине мĕн çиттĕр?

Пуçтарăнса калаçнине мĕн çиттĕр?

Çак кунсенче Комсомольскинче «Пограничное братство» обществăлла организацин районти уйрăмĕн офисĕ хута кайрĕ. Çак ятпа района хăнасем килсе çитрĕç. Чăваш Республикин «Пограничное братство» обществăлла организацин правлени председателĕ Анатолий Шорников, вырăнти правленийĕн председателĕн çумĕ Геннадий Филиппов, кÿршĕ районсен представителĕсем савăнăçлă уява хутшăнчĕç. Офис уçăлни чăннипех те пысăк савăнăç. Малашне чикĕ хуралĕн ветеранĕсене пĕрле пуçтарăнса канашлама, тĕрлĕ мероприятисене хатĕрленме çăмăлрах та меллĕрех пулĕ.
— Районта офиса уçма пултарни çитĕнÿ тесе шутлатăп. Кунта, паллах, пурте тăрăшса ĕçлемесĕр май килмерĕ. Çакă — пирĕн çирĕп çыхăнăвăн çимĕçĕ. Офис уçма пулăшнăшăн уйрăмах Петр Степанов уйрăм предпринимателе, Геннадий Филиппова, Леонид Киргизова тав тăватăп. Вĕсем çак ĕçре питĕ тăрăшуллă пулчĕç. Халĕ вара малашнехи тĕллевсене пурнăçлама çирĕп сывлăх, тулли телей, иксĕлми вăй-хал сунатăп, — терĕ саламласа Анатолий Шорников.
Пĕтĕмĕшле илес пулсассăн вара чикĕ хуралçисем мероприятисенчен нихăçан та айккинче юлмаççĕ.
Тĕслĕхрен, «Пограничное братство» обществăлла организаци çулталăк тăршшĕпе чылай мероприяти йĕркеленипе пĕрлех, ыттисене те пулăшу кÿрет. Пĕлтерĕшлĕ мероприятисене аса илтерсен вырăнлă пулĕ. Вĕсем кашни çулах тĕрлĕ хуласемпе районсем, ялсем тăрăх авточупу йĕркелеççĕ, паллă вырăнсене çитеççĕ. Унпа пĕрлех районта чикĕ хуралçисен ячĕпе палăксем уçнă. «Каçал ен» хаçат редакцийĕн парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркелекен эстафетăран та пăрăнса юлмаççĕ вĕсем, йывăр лару-тăрури çемьесене, ватăсене «Каçал ен» хаçат çырăнса параççĕ. Вĕсен тĕллевĕ — çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх пуласси, пулăшса ал парасси, Тăван çĕршыв пуласлăхĕшĕн ĕçлесси.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *