ВИЧ-инфекци хăратать

ВИЧ-инфекци хăратать

ВИЧ-инфекци паянхи кун — чи хăрушă чирсенчен пĕри. 30 çул каялла декабрĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери СПИДпа кĕрешмелли куна паллă тума йышăннă. Кăçал вăл «Хăвăн ВИЧ-статусна пĕл» лозунгпа иртет.
Çакăн пек тĕслĕхсене тупса палăртма пуçланăранпа ВИЧ-инфекциллĕ пурĕ 2845 çынна палăртнă, вĕсенчен 779-шĕ вилнĕ, çав шутра СПИД стадийĕнче — 223-ĕн. Чăваш Республикинче кăçалхи 9 уйăхра çак чир ернĕ 242 тĕслĕхе тупса палăртнă. Халĕ диспансер учетĕнче ВИЧ-инфекциллĕ 2019 çын шутра тăрать, вĕсенчен 89-шĕн чир СПИДа куçнă.
Комсомольски районĕнче инфекци ернĕ 29 тĕслĕхе регистрациленĕ, вĕсенчен 5-шĕ вилнĕ. Кăçалхи январь — октябрь уйăхĕсенче тепĕр 3 тĕслĕх тупса палăртнă. Пирĕн районти кăтарту республикăри вăтам кăтартуран 2,5 хут сахалрах.
Пĕтĕм Раççейĕпе пăхсан, кăçал тупса палăртнă тĕслĕхсен 54,8 процентĕнче чир ар çыхăнăвĕ урлă ернĕ. Чăваш Енре вара ку кăтарту 64,9 процентпа танлашать.
И.КОРНИЛОВА.
Пĕтĕм тĕнчери СПИДпа кĕрешмелли кун çывхарса пынă май ноябрĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 8-мĕшĕччен ВИЧ-инфекци профилактикипе çыхăннă ыйтусемпе Пĕтĕм Раççейĕпе хĕрÿ лини йĕркелеççĕ. Çак акципе килĕшÿллĕн ЧР Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьел районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ Оксана Такмакова та ВИЧ-инфекципе çыхăннă ыйтусем çине хуравлать. Вĕсене çак телефонсемпе 8-835-325-03-45 тата 6-14-23 пама пулать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *