Пятница, 13 декабря

Ÿсĕрле туртни – хăрушă

Ÿсĕрле туртни – хăрушă

Паянхи кун урамсенче пирус туртма чаракан йĕрке пире тĕлĕнмелле пек туйăнать. Апла пулин те, шăп çакăн пек хушăва нумай çул Раççейре пăхăнса пурăннă. Ăна 1856 çулта çеç пăрахăçланă. А.С. Пушкин пурăннă çулсенче, сăмахран, çуран çÿренĕ чухне те, лашапа пынă чухне те туртма юраман. Йĕркене пăсакансене городовойсем участока илсе килнĕ, штраф тÿлеттернĕ.
Халĕ вара 2001 çулхи июлĕн 21-мĕшĕнче йышăннă федераллă саккун тата РФ пушара хирĕç кĕрешмелли правилăсем тăрăх, складсен, çунакан шĕвексемпе газсене туса кăларакан, упракан, сутакан объектсен, ача-пăча учрежденийĕсен территорийĕсенче пирус туртма юрамасть.
Пушар енчен хăрушлăх кăларса тăратакан объектсенче вара туртма уйрăм йĕрке ĕçлет. Пирус туртакансен çакна ятарласа палăртнă вырăнсенче çеç тума юрать. Унта шыв савăчĕсем тата пушар сÿнтермелли хатĕрсем вырнаçтарнă.
Пушар хуралĕнче тăрăшакансен час-часах пирус туртнинчен тухнă çулăма сÿнтерме тивет. Ÿсĕрле туртса пушар кăларакансен çак инкеке пула пурнăçĕ татăлнă тĕслĕхсем те чылай. Асра тытăр çакна, ÿсĕрле алла сигарет ан илĕр!
Д.КУЗЬМИН,
районти пушар надзор уйрăмĕн начальникĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *