Вторник, 10 декабря

Ача садне – 5 çул

Ача садне – 5 çул

Ноябрĕн 16-мĕшĕнче Комсомольскинчи «Радуга» ача сачĕ пилĕк çул тултарнине паллă турĕ. Сăмах май, асăннă ача сачĕ шăпăрлансем валли 2013 çулхи ноябрĕн 13-мĕшĕнче пуçласа алăкне уçнă.
Хальхи вăхăтра кунта пурĕ сакăр ушкăн ĕçлет: «Теремок», «Капельки», «Цветик-семицветик», «Солнечные зайчики», «Солнышко», «Полянка», «Капитошка», «Звездочка». Кĕçĕн, вăтам, аслă тата шкула хатĕрлекен ушкăнсене 190 ача çÿрет.
Çак паллă пулăмпа вĕсене саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов килсе çитрĕ. Вăл чи малтанах ача сачĕн заведующийĕпе Вероника Макаровăпа пĕрле ача садĕнчи ушкăнсене çитсе кулленхи ĕçпе паллашрĕ. Ун хыççăн савăнăçлă уяв пуçланчĕ. Александр Николаевич коллектива, ачасене паллă кунпа саламларĕ, пурлăхпа техника базине пуянлатма сертификат парнелерĕ. Çак кун «Радуга» ача сачĕн коллективне ашшĕ-амăшĕ, ĕçтешĕсем саламларĕç.
Ачасем хăнасемпе ашшĕ-амăшне юрă-ташăпа савăнтарчĕç, сăвăсем каласа пачĕç.
Г.ГИНАТУЛЛИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *