Пятница, 26 апреля

Хуралçа вĕрентетпĕр

Хуралçа вĕрентетпĕр

Енчен те эсир хăвăрăн специальноçпа ĕç тупаймастăр, кирлĕ професси пĕлĕвĕ çуккипе ĕçе вырнаçаймастăр, унчченхи ĕçре ĕçлейми пултăр пулсан, сирĕн ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă çĕнĕ профессие вĕренме е квалификацие ÿстерме май пур. Халĕ 4-мĕш разрядлă хуралçă профессине вĕренме ушкăн пуçтаратпăр. Вĕренÿ ноябрĕн 22-мĕшĕнче пуçланать. Çавăн пекех 2019 çулта вĕренме халех çырăнма май пур.
Тĕплĕнрех районти ĕçпе тивĕçтерекен центра çак адреспа пырса ыйтса пĕлме пулать: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 29-мĕш çурт, 2-мĕш кабинет. Телефон 5-13-79.
Е.ЖУКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *