Суббота, 20 апреля

Новосибирскра – конференцинче

Новосибирскра – конференцинче

Нумаях пулмасть Новосибирск хулине тĕрлĕ регионтан наукăпа методика конференцине физика учителĕсем пуçтарăннă. Ку конференцие хутшăнма пирĕн районти Хырхĕрри тĕп шкулĕнче тата Асанкасси вăтам шкулĕнче вĕрентекен Геннадий Петрова та йыхрав хучĕ янă.
Новосибирскри патшалăх университечĕ çумĕнче хăй вăхăтĕнче пултаруллă ачасене пулăшма физикăпа математика шкулне уçнă. Геннадий Николаевич çак шкулпа 10 çул каяллах, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче ĕçленĕ чухнех, çыхăну тытма пуçланă. Хăйсен пурнăçĕнче физика предмечĕ кирлĕ пулнине туйса илнĕ ачасемпе унтан ярса панă пособисемпе усă курса уроксем хыççăн чылай ĕçленĕ.
10 çул иртнĕ пулин те, инçет Çĕпĕрпе чăваш ялĕнче пурăнакан физика учителĕн çыхăнăвĕ пĕрре те татăлман. Кашни çулах Новосибирскран 7—11 класс ачисемпе ĕçлемелли пособисем ярса параççĕ. Каникул вăхăтĕнче вĕсем Раççей шайĕнчи наукăпа методика конференцине ирттереççĕ, унта пыма йыхрав хучĕ ярса параççĕ.
Кăçал та çу уйăхĕнчех Геннадий Николаевич конференцие хутшăнма йыхрав илнĕ. Шел пулин те, ялти учителĕн инçе çула тухма «кĕсйи çÿхерех». Вара вăл опычĕпе паллаштарма хăйĕн ĕçĕсене ярса панă, унпа пĕрлех инçе çула тухма май çуккине çырса пĕлтернĕ. Унăн ĕçĕсене директор çумĕ П.В. Логачев академика кăтартнă. Вăл физика шкулĕнче ачасем валли лекцисем вулать.
Пĕр каçхине Петровсен килĕнче телефон шăнкăртатнă. Ÿркенмен Павел Владимирович /учителĕн ĕçĕсем ăна питĕ килĕшсе кайнă/ инçетри Çĕпĕртен чăваш çĕрне шăнкăравласа тухнă. П.В. Логачев çул укçине хăй тÿлеме килĕшнине пĕлтернĕ. Çапла вара ялти физика учителĕ инçе çула кĕскетсе Новосибирск хулине самолетпа вĕçсе çитет. Малалла вара вăл курни-илтнине хăйĕнчен тĕрĕсрех никам та каласа параймĕ:
— Аэропортра мана директор çумĕ О.И. Кутузова кĕтсе илчĕ. Чи малтанах мана хула кăтартса çÿрерĕç, кайран хваттере вырнаçтарчĕç. Тĕлĕнмелле вырăн: ĕмĕрхи хырсем хушшинче çуртсем лараççĕ, çыннисем те кăмăллă калаçаççĕ. Физмат шкулĕ çумĕнчех Новосибирск университечĕн лаборатори корпусĕсем вырнаçнă. Манпа конференци пуçланиччен маларах физика тата математика ăслăлăхĕсен докторĕ, Н.И. Яворский директор пырса паллашрĕ. Вăл конференци вĕçленсен хăйĕн кабинетĕнче калаçса ларма ыйтрĕ.
Часах пысăк залра конференци пуçланчĕ. Лекци вулакансем пурте хăйсемпе паллаштараççĕ. Пĕри ăслăлăхсен докторĕ, тепри кандидачĕ теççĕ. Эпĕ: «Ăçта çаклантăм-ши? Эпĕ ялти учитель, кусен çумĕнче шăхлич çеç», — тесе шухăшласа ларатăп. Мана хăйсемпе тан çын пек йышăнса пĕр мăнкăмăлланмасăр калаçаççĕ. Итлесе ларма питĕ те интереслĕ. Тĕрлĕрен ыйту çине тулли хурав пама тăрăшаççĕ калаçакансем.
Конференци вăхăтĕнче эпĕ хамăн ĕç опычĕ çинчен каласа патăм, видеофильм кăтартрăм. Хутран тунă çĕленсем вĕçни, ракета моделĕсем çÿлелле çĕкленни пурне те тĕлĕнтерчĕ. Пурте алă çупрĕç, манăн ĕçе пысăк хак пачĕç.
Физика шкулĕн директорĕ Н.И. Яворский вулавсем вĕçленсен манпа калаçма вăхăт тупрĕ. Эпĕ тата ытти преподаватель- сем унăн кабинетĕнче пĕр сехете яхăн калаçса лартăмăр. Вăл хăйсен проекчĕпе паллаштарчĕ.
Физика шкулĕн çуллахи лагерьне физика тата математика енĕпе пултаруллă ачасем пуçтарăнаççĕ. Вĕсем интернатра пурăнаççĕ, вĕренеççĕ. Каярах çак ачасен 70 проценчĕ Новосибирскри университета вĕренме кĕрет, вĕренсе тухакансен 50 проценчĕ ăслăлăхсен кандидачĕ, докторĕ пулса тăрать.
Физика шкулĕнче ачасене валли уроксем хыççăн хăйсен пултарулăхне ÿстерме тĕрлĕ- рен майсем туса панă. Техно- центрта тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр, приборсем, станоксем вырнаçтарнă. Ачасем тĕрлĕрен самолет моделĕсем ăсталаççĕ, планерсем тăваççĕ.
Паллах, тĕлĕнмелли маншăн пĕр кун хушшинче питех те нумай пулчĕ. Сăмахпа каласа пĕтерме çук, ятарласа курма каяс пулать.
Тепĕр кун татах çавăн пек докладсем пулчĕç, пуçтарăннисем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕç, пĕр-пĕрне тĕрлĕрен ыйтусем пачĕç.
Кăнтăрла иртсен алăк умне машина килсе ларчĕ. Водитель мана машина çине ларма ыйтрĕ. Шофер çумĕнчи тепĕр çынпа алă тытса паллашрăмăр. Тĕлĕнмелле, академик мана илме хăй килнĕ! Машина тапрансан нумай та каймарăмăр, Г.И. Будкер ячĕллĕ ядерлă физика институчĕ умне çитсе чарăнтăмăр.
Часах Павел Владимирович мана тĕрлĕ ĕç хатĕрĕсемпе паллаштарма пикенчĕ. Стена çинче темĕн пысăкăш ускоритель схеми çакăнса тăрать. Академик мана ун çинчен тĕплĕн каласа пачĕ, унтан шалалла кĕме ыйтрĕ. Тимĕртен тунă картлашка тăрăх çĕр айне антăмăр. Унта коридор-туннель вырнаçнă. Туннельте ускорителĕн проводисем çакăнса тăраççĕ. Тепĕр кабинетра, управлени пульчĕ умĕнче, пĕр çамрăк арçын тăрать. Вăл «Кедр» аппарат пирки, магнитсем мĕн тума кирли çинчен каласа пачĕ. Çакăн пек магнитсемпе аэропортсенче усă курнине палăртрĕ. Чылай курса çÿрерĕм, темпе те паллашрăм.
Февралĕн 8-мĕшĕнче кунта В.В. Путин ĕçлĕ тĕл пулупа килсе кайнă пулнă. Кайран манран Ольга Ивановна завуч кулать: «Вăт, Павел Владимирович малтан В.В. Путинпа экскурси ирттерчĕ, халĕ санпа. Мĕнле «важнăй» çын-ха эс?»
Экскурси вĕçленнĕ хыççăн П.В. Логачевпа унăн кабинетĕнче лартăмăр. Академик хăй çинчен, эпĕ хам пурнăç çинчен пĕр-пĕрне каласа патăмăр. Вăл физмат шкулĕнче вĕренсе тухнă, кайран Новосибирск университетне вĕренме кĕнĕ. Уйрăличчен мана академик ачасене кăтартма тĕрлĕрен журналсем, кĕнеке парнелерĕ. Вăт çавăн пек тĕнче курса килтĕм. Конференцинчен хам валли нумай çĕнни пĕлсе килтĕм, шутламалăх пур. Тен, вĕсем уроксем валли кирлĕ пулĕç тетĕп…

Н.ЕРШОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *