Понедельник, 9 декабря

Шупашкарта – кадет корпусĕ

Шупашкарта – кадет корпусĕ

Шупашкар хулинчи кадет корпусĕ хута каясса кадетсем кăна мар, хула çыннисем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Авăнăн 1-мĕшĕ çывхарнă май республика шайĕнчи объектра ĕç нумай. «Купаласа лартма та çăмăл мар, шалтине йĕркене кĕртме тата йывăртарах. Çын куçне курăнман пĕчĕк ĕç питĕ нумай»,— теççĕ строительсем.

Кашни бригада хăйне шанса панă объекта вăхăтра вĕçлес тесе çине тăрса ĕçлет. Пĕрисем алăк лартса пĕтерсенех волонтерсем пÿлĕме тирпейлеме тытăнаççĕ, теприсем сĕтел-пукан вырнаçтарма пуçлаççĕ. Путвалта, спортзалта, столовăйра хĕрÿ ĕç пырать. Çул саракансем те картише хăтлăлатма васкаççĕ.
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев строительство ĕçне кашни кун тĕрĕслесе тăрать. Объектпа паллашнă май строительсене хастартарах ĕçлеме ыйтать. Кадет корпусĕ пĕлÿ кунĕнче хута каять.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *