— Шаннă ĕçе чунтан юратса пурнăçлаççĕ, халăх шухăш-кăмăлĕсене шута илсе ĕçлеççĕ пирĕн почтальонсем, — теççĕ «Каçал ен» хаçата кăмăлласах çырăннине пĕлтерсе Анат тата Тури Тимĕрчкассинче пурăнакан хисеплĕ хаçат тусĕсем.
Эппин, хаçат информаци ĕмĕрĕнче те хăйĕн сумне çухатмасть, хыпарсен тĕп çăлкуçĕ пулса тăрать. Вĕсем почта уйрăмĕнче тăрăшакансен ĕçĕпе кăмăллă пулни вара пире, хаçат ĕçченĕсене, чăннипех те савăнтарать.
— Тăван район çитĕнĕвĕсем, унăн пултаруллă çыннисем пирки хыпарласах тăракан «Каçал ене» кăмăлласа çырăнатăп. Унсăрăн районти лару-тăрăва пĕлеймĕн, халăх шухăш-кăмăлне туяймăн. Страницăсенчи кашни материалах киленсе вулатăп, — тет Татьяна Морозова.
«Пĕлтерÿсемпе саламсем йышлă унта хăш чух, вуламалли те çукрах», — тесе ÿпкелешнине те илтме пулать вулакансенчен. Вĕсем те кирлĕ. Мĕншĕн тесен ял çынни кил хуçалăхĕнче сутмалли е туянмалли кирлĕ пулсан тÿрех район хаçатне ярса тытать. Килте ларсах суту-илÿ тума май парать-çке хаçатăмăр, — теççĕ хавхаланса Алексей Яковлевпа Анатолий Егоров.
Район хаçачĕпе туслă çынсем пурри савăнтарать пире. Ĕçлеме те хавхалантарать. Эпир сирĕн валли çыратпăр!
А.ЕФРЕМОВА.