Четверг, 25 апреля

Хуçасăр пурлăх ан пултăр

Хуçасăр пурлăх ан пултăр

Пирĕн республика территорийĕнче «Халăх инвентаризацийĕ» акци малалла пырать. Ун вăхăтĕнче хуçасăр тата усă курман капиталлă çурт-йĕр объекчĕсене тупса палăртаççĕ. Акцие 2017 çулта Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Уçă çырупа килĕшÿллĕн пурнăçлама тытăннă.
Инвентаризаци вăхăтĕнче пушă ларакан, усă курман çуртсене, хуралтăсене, дача çурчĕсене тата ыттисене те тупса палăртас енĕпе ĕçлеççĕ. Муниципаллă харпăрлăхри культура объекчĕсене /истори тата культура палăкĕсене/ уйрăм тимлĕх уйăраççĕ. Çавăн пекех хăйсен харпăрлăхĕпе тивĕçсĕр усă куракансене вĕсене тирпейлемеллине аса илтереççĕ.
Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен тĕллевĕ — тупса палăртнă объектсене пурне те хуçалăх тата налук çаврăнăшне кĕртесси, юхăннисене вара — йĕркене кĕртесси.
Августăн 16-мĕшĕ тĕлне республикăра çак акципе килĕшÿллĕн 1095 объект тупса палăртнă. Вĕсенчен хуçалăх тата налук çаврăнăшне 929 объект /85 процент/ кĕртнĕ: Росреестра хуçасăррисен йышне 140 объекта шута тăратнă, 257 объект çине еткерçĕсем харпăрлăх правине, 285 объект çине вĕсен хуçисем хăйсен правине регистрациленĕ, 73 объекта сутнă е арендăна панă, çакă вырăнти бюджетсене 119,7 миллион тенкĕ ытла хушма тупăш тума май панă. 90 объекта аркатнă, уйрăм харпăрлăхри 65 объекта йĕркене кĕртнĕ.
Кăçал вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем уйрăм çынсен харпăрлăхĕ çине ытларах тимлĕх уйăраççĕ, граждансене куçман пурлăх объекчĕсем çине хăйсен прависене регистрацилеттерме тăрăшаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *