Чечексен ытамĕнче, чăн хитре тавралăхра

Чечексен ытамĕнче, чăн хитре тавралăхра

Çутçанталăк пуянлăхĕ пирки сăмах пуçлас пулсан, ун çинчен каласа та пĕтереймĕн. Улăхра, уйра, вăрманта мĕн тĕрлĕ çырла-кăмпа çитĕнмест-ши?! Куçа илĕртекенни, чуна тыткăнлаканни вара — чечексем. Сăмахпа каласа пĕтерейми илем кÿнисĕр пуçне вĕсем çĕр çинче пурăнакансене ăшă туйăмпа хавхалану кÿреççĕ, çутçанталăка юратма, ăна упраса пурăнма хистеççĕ.
Çак илеме курма тата ăна хамăр пурăнакан кил-çуртра çитĕнтерме пултаракансем пирĕн хушăмăрта чылайăн. Çапла, кашни пахчара мĕнле те пулин чечек ÿсет. Хăшĕсенче нумай, хăшĕсенче кăшт кăна. Акă, тĕслĕхрен, Анат Тимĕрчкасси ялĕнчи Чебоксаровсен хуçалăхнех илер-ха. Çурт тĕлĕнчен иртсе пынă чух вĕсен умĕнчи тата пахчинчи чечексем çинчен куç илĕнмест. Пĕчĕк лаптăк çинче мĕн тĕрлĕ чечек кăна çук-ши?! Умри хĕрлĕ, сарă, шурă, кĕрен, кăвак тата хутăшла тĕслĕ петуни чечекĕсем иртен-каян кăмăлне çĕклеççĕ.
— Ирпе ирех тăратăп та тÿрех чечексем патне васкатăп, сÿнме пуçланă çеçкисене иртетĕп. Ытларах петуни чечекне кăмăллатăп. Паллах, ĕçĕ те нумай, апла пулин те каярах, çеçкене ларсан, çынсем савăннине курсан, вĕсемпе пĕрле манăн чунăм та хавхаланать. Хамăн тата ыттисен пурнăçне кăшт урăхлатас тениех мана чечексемпе ĕçлеме хистет пулĕ тетĕп. Чечексемпе хушăран калаçатăп та, вĕсем вара, тав тунă евĕр, кăшт ăшă çил тухсанах пуçĕсене пĕкеççĕ, — ăшшăн каласа пачĕ Алевтина Михайловна.
Чăн та, Чебоксаровсен умне çитсен çăтмаха лекнĕн туйăнать. Ăшă кăмăллă та ĕçчен хĕрарăм чечексене çурт чÿречисемпе стенисем çине вырнаçтарнă. Пахча умĕнчи савăтсем çинче те петунисен «Джаконда», «Рамблин», «Калибрахоа» тата ытти тĕрлĕ-тĕрлĕ сорчĕсем çитĕнеççĕ. Юнашарах хризантема, лили, герань, кĕл чечек, салтак тÿми, георгин, шăнкăрав курăкĕ…
— Чечексемпе ĕçлеме пикенсенех чăн малтан питомниксене çул тытрăм, ĕç-хĕлпе паллашрăм. Чечек вăрлăхĕсене почта урлă туянатăп. Вĕсене епле «юрамаллине» вара интернет урлă вуласа пĕлетĕп. Петуни чечекне ытларах кĕрпеклĕ сывлăм /«мучнистая роса»/ чирĕ çулăхать. Вăл ерсен чечеке çăлса хăварма питĕ йывăр, çавăнпа та ăна ятарлă им-çамлă шĕвексемпе пĕрехтеретĕп. Çеçке ан тăкăнтăр тесе каллех минераллă удобренисемпе усă куратăп, — паллаштарать ĕç-хĕлпе сутуçăра тăрăшакан хĕрарăм.
Çак çăмăл мар ĕçре килтисем, ашшĕпе амăшĕ, Кирăпа Ева хĕрĕсем те, пулăшаççĕ.
— Акă, çурт умĕнче ларакан çак стеллажа атте хатĕрлесе пачĕ, — терĕ Алена ăшшăн йăл кулса. Темиçе хутлăскер çине тĕрлĕ тĕслĕ петуни чечекĕсене вырнаçтарса лартнă. Вĕсем шав çеçкере.
Алевтина Михайловна, чечексем пирки ыйтсан, сехечĕ сехечĕпе каласа пама пултарать. Унпа калаçнăçемĕн тĕлĕнетĕн, мĕнле пуян-çке вăл этем кăмăл-туйăмĕ. Çапла, чăн-чăн пуян çын вăл нумай нухратли мар, чăн-чăн пуянлăх — ырă кăмăллă, ыттисене ăнланакан, çутçанталăка юратакан пархатарлă этем!
А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *