Пятница, 19 апреля

Туслăх – чи кирли

Туслăх – чи кирли

Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕнче августăн 3-мĕшĕнчен пуçласа 18-мĕшĕччен нацисем хушшинчи килĕшĕвĕн «Туслăх маякĕсем. Раççей çывхартать — 2018» çĕнĕ волонтер проекчĕ иртет. Çак проекта Раççейĕн 20 регионĕнчен тата çывăхри ют çĕршывсенчен килсе çитнĕ çамрăксем хутшăнаççĕ.
Проектăн тĕллевĕ — нацисем хушшинчи хутшăнусене лайăхлатасси, наци культурисемпе тата йăли-йĕркисемпе паллаштарасси, культурăпа истори пуянлăхне упраса хăварасси, экологи хăрушсăрлăхне ÿстересси. Çавăн пекех вăл пирĕн çĕршыври шалти туризма аталантарма та пулăшать.
Августăн 3-мĕшĕнче проекта хутшăнакансем Кавказ тата Атăл çи тăрăхĕсене «туслăх маякĕсем» йĕркелеме кайма тухнă. Çул çÿревĕн пĕрремĕш тапхăрĕнче Дагестана, Чечняна, Ингушетине, Çурçĕр тата Кăнтăр Осетине, Кабардино-Балкарине, Карачаево-Черкесине тата Абхазие çитме палăртнă. Иккĕмĕш тапхăр августăн 10—16-мĕшĕсенче иртет. Çак кунсенче ушкăн Аçтăрхан, Волгоград, Саратов, Самар, Ульяновск облаçĕсене, Калмăк, Чăваш тата Тутарстан Республикисене çитĕ. Фестивалĕн 3-мĕш тапхăрĕ Тутарстанра вĕçленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *