Килĕштерсе ĕçлесшĕн

Чăваш Республикипе Крым Республики хушшинче çирĕплетнĕ килĕшÿ тăрăх, ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерстви пулăшнипе, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов Крым Республикин Черномор районĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе Людмила Глушкопа тĕл пулнă.
Тĕлпулура ял хуçалăх, суту-илÿ, производствăпа ăслăлăх, вĕренÿ, культурăпа спорт, сывлăх сыхлавĕпе социаллă хÿтлĕх, тавралăха сыхлас енĕпе килĕштерсе ĕçлессине сÿтсе явнă. Çавăн пекех вырăнти хăй тытăмлăхпа çыхăннă ыйтусене те тимлĕх уйăрнă. «Пирĕн пĕрпеклĕх нумай, çавăнпа та эпир пур енĕпе те килĕштерсе ĕçлесшĕн», — палăртнă Александр Осипов.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *