Марафона пĕтĕмлетнĕ

Марафона пĕтĕмлетнĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михал Игнатьев утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонне пĕтĕмлетнĕ ятпа ирттернĕ мероприятие хутшăннă.
Çавăн пекех унта РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, ачасен правине хÿтĕлекен уполномоченнăй Елена Сапаркина пулнă.
Кăçал марафон пухмачĕ 7 миллион та 801 пин те 452 тенкĕпе танлашнă. Пĕлтĕр 7 миллион та 657 пин тенкĕ пухнă.
Хăнасем чи малтанах «Лесная сказка» ача-пăча санаторийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Санаторин акт залĕнче марафона пĕтĕмлетнĕ.
«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафонра пухнă нухрат республикăри йывăр шăпаллă ачасен пурнăçне лайăхлатма пулăшать. Кăçал ырă кăмăллă спонсорсен йышĕ те пысăкланнă. Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп тухтăрне Николай Николаева, Чăвашпотребсоюз канашĕн председательне Валерий Павлова ыр кăмăллăх марафонне сумлă тÿпе хывнăшăн «Ачалăх меценачĕ» медальпе наградăланă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *