Четверг, 18 апреля

Яшсем çар вĕренĕвĕнче

Яшсем çар вĕренĕвĕнче

Районти 10-мĕш класра пĕлỹ пухакан арçын ачасене çар вĕренĕвĕнче тĕрĕслесси йăлана кĕнĕ. Акă, майăн 16-мĕшĕнче Комсомольски вăрман уçланкинче çар вĕренĕвĕсем пуçланчĕç.

Çак ятпа яшсене район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Антонова, Елчĕк тата Комсомольски районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов саламларĕç.

Арçын ачасем пилĕк кун хушши хăйсен ăсталăхне кăтартĕç тата конкурссене хутшăнĕç.

— Паллах, арçын вăл, чăн малтан, хỹтĕлевçĕ. Унăн чи пирвайхи тивĕçĕ — çĕршыва хỹтĕлесси. Çавăнпа та сирĕн, яшсен, çарпа çыхăннă япаласене пĕлмеллех, — терĕ Сергей Данилов.

Çар вĕренĕвĕн кураторĕ ачасене программăпа тĕплĕн паллаштарчĕ. Кунта вĕсем хăйсене мĕнле тытни, практика урокĕсемпе теорие епле пĕлни пурте класс журналĕ çине çырăннине асăнчĕ. Апла пулсассăн çар вĕренĕвне тĕплĕн хатĕрленни кирлех.

А.ДЕНИСОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *