Вутра çуннă çамрăклăх
Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçинче ирсĕр тăшмана тĕп тунăранпа 73 çул çитрĕ. Майăн 9-мĕшне — Çĕнтерỹ кунне — Раççейре пурăнакан кашни çын уявларĕ. Ветерансемшĕн те, çамрăк ăрушăн та вăл — чи пĕлтерĕшлĕ те çутă уяв. Шăпах ун чухне 1418 куна тăсăлнă хаяр вăрçă вĕçленнĕ. Чунĕпе çирĕп, хастар совет салтакĕсем çĕнтерĕве çапăçу хирĕсенче те, тылра та юнпа тата тарпа çывхартнă. Хăрушă вăрçă мĕн чухлĕ çутă ĕмĕте татнă! Районтан 6 пин çын ытла фронта тухса кайнă, вĕсенчен 4 пине яхăн салтак вăрçă хирĕнчен таврăнайман. Аслă Çĕнтерĕвĕн 73 çулне кĕтсе илекен ветерансем те сахалăн юлчĕç. Вĕсенчен пĕри — Комсомольскинче пурăнакан Лидия Титовна Титова. Вăрçă пуçланнă çул 18 çулхи хĕр Канаш хулинчи Перекет банкĕн уйрăмĕнче тăрăшнă.
— Нимĕçсем пирĕн çĕршыва тапăнса кĕнĕ тесе атте пĕлтерчĕ. Ялта пурăнакансем пурте урама тухрĕç, йĕреççĕ, мирлĕ пурнăçа татнă тăшмана ылханаççĕ. 1941 çулхи октябрь уйăхĕнче Хĕрлĕ Çара кайма повестка пачĕç. Шупашкар хулинче связиста вĕрентрĕç те, пурне те çар чаçĕсене ячĕç. Мана шăпа Калуга облаçне илсе çитерчĕ. Вăрманта вырнаçнă самолетсен аэродромĕн батальонĕн связисчĕ пулнă эпĕ. Чăваш хĕрĕсем виççĕнччĕ. Эпир терт-нушине сахал мар тỹсрĕмĕр, çамрăк ăрăвăн мирлĕ пурнăçпа пурăнмалла пултăр! — аса илет иртнĕ кунсене 96 çулхи ветеран.
Çĕнтерỹ парачĕ
Георгий хăйăвĕ, хĕрлĕ гвоздикăсем, нихăçан сỹнми çулăм… Аслă Çĕнтерỹ кунĕн паллисем. Асăннă кун уявĕсем районта майăн 5-мĕшĕнчех пуçланчĕç. Ун чухне авточупу иртрĕ. Майăн 8-мĕшĕнче районти ял тăрăхĕсенче Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе митингсем пулчĕç. Çак кунах районти культурăпа кану центрĕнче пысăк концерт тата Мухтав монуменчĕ умĕнче «Асăну çурти» акци иртрĕ.
Майăн 9-мĕшĕнчи тĕп мероприятисене район центрĕнче тата Мухтав монуменчĕ умĕнче йĕркелерĕç.
Паллă та пысăк уява район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă ветерансем, тыл ĕçченĕсем тата сумлă хăнасем хутшăнчĕç. Мероприятие килме кăмăл тунă ветерансене автомашинăсем çине лартса вырăна çитерни, тĕрлĕ организацисемпе предприятисенче ĕçлекенсем пурте пĕрле пухăнса, савăнса утни кăмăла çĕклентерчĕ.
Çĕнтерỹ парадне запасри подполковник Нетфулла Айнуллович Хайруллов уçрĕ. Вăл УАЗ автомашина çине тăрсах çамрăк армеецсене, ветерансене, пурне те Аслă Çĕнтерỹпе саламларĕ. «Мускаври парадри пекех. Кун пекки районта пулманччĕ-ха», — терĕç курма килнисем тĕлĕнсе.
Митинга район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин уçрĕ.
— Хаяр вăрçăра çĕнтернĕренпе — 73 çул. 73 çул Раççей çыннисем мирлĕ те тăнăç пурнăçпа киленсе пурăнаççĕ. Эсир, ветерансем, тыл ĕçченĕсем, Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн хаяр çапăçусене хутшăннă, пурнăçăра шеллемесĕр тăшмана хирĕç кар тăнă. Вăрçă çулĕсенчи пур йывăрлăха чăтса ирттернĕ, вăрçă хыççăн юхăннă халăх хуçалăхне çĕкленĕ. Тавтапуç сире паянхи мирлĕ пурнăçшăн! Уяв ячĕпе! — терĕ Хасиятулла Семигуллович пурне те саламласа.
— Сире, Тăван çĕршывăн Аслă вăр-çинче çĕнтернĕренпе 73 çул çитнĕ ятпа чĕререн саламлатăп. Çĕнтерĕве çывхартассишĕн фронтра миллионшар çын пуç хунă, тылра та кашнийĕшĕ хăйĕн сумлă тỹпине хывнă, çĕрне-кунне пĕлмесĕр тар тăкнă мухтавлă ентешĕмĕрсен паттăрлăхне асра тытасси, чапа кăларасси — пирĕн тивĕç. Пире ирĕклĕ çĕршывра пурăнма таса тỹпе парнеленĕ, Тăван çĕршыв хăватне тата ентешĕмĕрсен ырлăхне тĕреклетме, çĕнĕ çитĕнỹсем тума хавхалантаракан ветерансем умĕнче пуçăмăрсене таятпăр тата чĕререн тав тăватпăр, — терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Красновпа Афганецсен союзĕн председателĕ Виктор Гаврилов пухăннисене майăн 9-мĕшĕ ячĕпе саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Хирти Явăш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Юлия Петрова вăрçă темипе хăй çырнă сăвва пăхмасăр каласа пачĕ. Çулсерен çамрăк армеецсен парадне йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Кăçал вара вĕсем çеç мар, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакан кадетсем мăнаçлă туйăмпа çирĕппĕн утса иртрĕç. Çар тумĕ каччăсемпе хĕрсене илем кỹрет. Акă вĕсем — çĕршывăн пулас хỹтĕлевçисем. Шкул ачисемпе пĕрлех парада Афган вăрçине хутшăннă салтаксем, пограничниксем, Германире службăра тăнисем, ветеран-моряксем те хутшăнчĕç.
Вилĕмсĕр ятсем, сăнсем
Уяв тĕп кунĕ куракансен асĕнче чылай пулăмпа асра юлчĕ. «Вилĕмсĕр полк» çĕршывăн мĕнпур кĕтесĕнче иртрĕ. Унта республикăри 95 пин çын ытла хутшăннă. Районти 400 çын Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, фашистсене тĕп тума хăйсен пурнăçне шеллемен тăванĕсен сăнỹкерчĕкĕсене йăтса «Вилĕмсĕр полк» йĕркелерĕç. Колоннăра ачасемпе çамрăксем, ватти-вĕтти, вăтам ỹсĕмрисем район центрĕпе утса иртрĕç.
Пĕтĕм Раççейĕпех иртекен проект ăрусен çиппи çирĕппине, халăх туслăхĕпе вăйне, таса тỹпе парнеленĕ паттăрсене ячĕ йăхран йăха куçса ĕмĕр-ĕмĕр пурăннине кăтартрĕ.
Салтак пăтти
Парад хыççăн ветерансем тỹрех саланмарĕç. Вĕсем хыçа юлнă кунсене салтак пăтти тутанса аса илчĕç. Çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрмасăр, выçăллă-тутăллă пурăнсан та салтаксем ирсĕр тăшмана парăнтарнă. Малашне те çирĕп сывлăхлă, çапăçăва кĕнĕ чухнехи пек яланах хăпартлануллă кăмăлпа пулма, вăрăм ĕмĕр пурăнма ватăсем Çĕнтерỹ куркине çĕклерĕç. Вĕсен ĕмĕрĕ вăрăм пултăр!
Уçă сывлăшри уяв
Уяв программи юрă-ташăпа пуян пулчĕ. Пухăннисене районти культура çурчĕн артисчĕсем, искусство шкулĕн вĕренекенĕсем савăк юрăсем парнелерĕç. «Островок» ташă ушкăнĕ (ертỹçи Т.Иванова) — уява илем кỹрекенсенчен пĕри. Шăпах вĕсем тĕрлĕ ташă урлă хаяр вăрçă саманчĕсене, савăнăçлă пурнăçа сăнласа куракансем патне илсе çитерчĕç. Чăннипех те маттур! «Лейсан» ача садне çỹрекен Карим Калаков вара куракансене илемлĕ сăвă парнелерĕ. Арçын ача шкул çулне çитмен пулин те куракансен умĕнче çухалса каймарĕ, сăвва мăнаçлăн, хавхалануллă кăмăлпа каласа пачĕ. Маттур!
Тĕп сцена çинчи уяв программи вĕçленчĕ пулин те, мероприяти малалла тăсăлчĕ. Хăнасем, районта пурăнакансем райадминистраци çурчĕ умĕнче, «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕпе тĕп библиотека йĕркеленĕ выставкăсемпе паллашрĕç.
Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем Асанкассинче футболла выляса тупăшрĕç. Унта 8 команда вăй виçрĕ: «Центр», «Асаново», «Мир», «Гигант», «Сюрбеево», «Тимерчеево», «Токаево» тата «Урмаево». Аслă Çĕнтерỹ уявĕн Кубокне «Тимерчеево» команда çĕнсе илчĕ.
Кану паркĕнче каçхине концерт пулчĕ. Юрларĕç, ташларĕç. Пĕр сăмахпа каласан, пурте пĕрле савăнчĕç. Каçхи салют вара тепĕр хутчен Çĕнтерĕве çирĕплетрĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ хĕлхемсем тỹпене çутатрĕç. Аслă Çĕнтерỹ çутине ĕмĕр-ĕмĕр упрасчĕ.
Юлашкинчен калани
Район администрацийĕ, культура секторĕ, вĕренỹ пайĕ, культурăпа кану центрĕн ĕçче-нĕсем, искусство шкулĕн вĕренекенĕсемпе преподавателĕсем тата ыттисем те уява çỹллĕ шайра йĕркелесе ирттерес тесе пысăк тỹпе хывнă, тăрăшнă. Ахальтен мар уява хутшăнакансем те, курма килнисем те кăçалхи парад нихçанхинчен курăмлă, асра юлмалла иртнине палăртрĕç.
Пирĕн асаттесемпе асаннесен, кукаçисемпе кукамайсен паттăрлăхне яланах асра тытмалла. Хамăр мĕн пĕлнине ăруран ăрăва вĕрентсе пымалла.
Яланах мирлĕ пурнăçпа пурăнасчĕ!
А.ЕФРЕМОВА.