Ялтăра иртнĕ тĕрлĕ Халăхсен хушшинчи экономика форумĕн тĕп мероприятийĕ — «Тĕнче пуласлăхĕ. Раççей малашлăхĕ» пленар канашлăвĕ.
Пухăннисене чи малтан Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин ячĕпе Раççей Правительствин Председателĕн çумĕ Дмитрий Козак ăшшăн саламланă.
Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусемпе РФ строительство министрĕ Михаил Мень, РФ Президенчĕ çумĕнчи предпринимательсен прависене хỹтĕлекен уполномоченнăй Борис Титов, РФ экономика министрĕн çумĕ Сергей Назаров, Кăнтăр Осети Республикин Президенчĕ Анатолий Бибилов, Крым Республикин Пуçлăхĕ Сергей Аксенов, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев калаçнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ форум ĕçне йĕркелесе пыраканăн ыйтăвне хуравланă май, çапларах каланă: «Регионсем пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăçлă ĕçлесе пынинчен, пĕтĕмпех Раççей вăйĕ мĕнле пуласси курăнать. Субъектсем тачă çыхăнса ĕçлесен çĕршыв тата та вăйлă пулĕ. Субъектсене пуçаруллă проектсене пурнăçа кĕртме чĕнсе калать Раççей Президенчĕ Владимир Путин. Тĕллевсем те паллă. Крымăн чăнласах та пысăк потенциал, аталанмалли хăватлă çул-йĕрсем пур».
Михаил Игнатьев Крымпа Чăваш Ен хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусем çинчен каласа кăтартнă, пуласлăхри планпа паллаштарнă.