Çĕнĕ Мăрат шыравçисене — грант

Шыравçăсен тĕп тĕллевĕ — паттăрсене тупса палăртса ĕмĕрлĕхе историе кĕртсе хăварасси, пулни-иртни çинчен çитĕнекен ăрăва каласа парасси.

Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче «Эткер» ушкăн нумаях пулмасть йĕркеленнĕ пулин те, ачасем тăрăшулăхпа палăрма та ĕлкĕрчĕç. Вĕсем Тукайпа Çĕнĕ Мăрат ялĕсенчен вăрçа тухса кайнă салтаксен шăписемпе кăсăкланаççĕ, Интернетри тĕрлĕ сайтсем урлă çĕнĕ хыпар шыраççĕ, Раççейри ытти шырав ушкăнĕсемпе çыхăну тытаççĕ. Унпа пĕрлех хăйсем те шырав ĕçĕсене хутшăнаççĕ, хуласемпе районсене çитеççĕ. Вĕсем чăннипех те пуçаруллă. Ахальтен мар Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри шырав ушкăнĕсене ятран грантсем парасси пирки мартăн 31-мĕшĕнче ятарлă йышăну кăларнă. Конкурса 21 заявка панă, 6 шырав ушкăнне грантпа хавхалантарнă. Çак йышра Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ пурри вара уйрăмах савăнтарать. «Эткер» шырав ушкăнĕ 100 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ.

— Грант çĕнсе илни — пирĕн пĕрлехи çитĕнỹ. Кунта кашни вĕренекенĕн, уйрăмах Валентина Филиппова ертỹçĕн, тỹпи пысăк. Тивĕçнĕ грантпа эпир август уйăхĕнче Новгород облаçĕнчи Чудовски районне çитсе шырав ĕçĕсем пурнăçлама палăртатпăр. Унпа пĕрлех шырав ĕçĕнче усă курмалли япаласем те сахал мар туянмалла. Пирĕн тĕллев — Аслă Отечественнăй вăрçăра хыпарсăр çухалнă салтаксен шăписене уçăмлатасси. Пирĕн ĕç çынсемшĕн усăллă пултăр, — пĕлтерчĕ «Эткер» шырав юхăмĕн командирĕ Валерия Кузьмина.

Хальлĕхе çамрăк шыравçăсем пĕлĕвне кунсерен туптаççĕ. Кашни уйăхрах Шупашкарта Раççейри шкул ачисен юхăмĕ йĕркелекен курса вĕренме çỹреççĕ. Пирĕн регионта шыравçăсен юхăмне Евгений Георгиевич Шумилов ертсе пырать, вăлах ачасене шырав çулне тупма пулăшать. Раççейри Оборона министерстви уçнă сайтсенче ĕçлеме вĕрентет, ĕçсене епле пурнăçламаллине каласа парать.

Ачасем пирвайхи утăмсене тума та ĕлкĕрнĕ, вĕсем республикăри, унăн тулашĕнчи шырав ĕçĕсене, семинарсене пĕрре кăна мар хутшăннă. Вĕсен тĕллевĕ — пĕлĕвне тарăнлатасси, хаяр çапăçусем пулнă вырăнсене çитсе курасси, çухалнă салтаксен ячĕсене тавăрасси. Пуçаруллă шыравçăсене ăнăçу сунатпăр.

Цитата

«…Республикăра пур енлĕ патриот воспитанийĕ памалли тытăм шайĕнче тăвакан ĕç малалла тăсăлĕ.

Патриот юхăмĕ вăл — çирĕп тĕллевлĕ çынсене хăйсен ĕçне, вăй-халĕпе пултарулăхне Тăван çĕршыва халалламалли пĕрлехи туртăмпа тивĕçтерекен хăватлă вăй».

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран.

Валентина Филиппова, «Эткер» шырав ушкăнĕн ертỹçи:

— Шырав ушкăнне грантпа хавхалантарни калама çук пысăк пулăшу. Тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе эпир «Кунта çапăçу пулнă…» проекта ĕçе кĕртме тĕллев лартнă. Шырав ĕçĕсене пурнăçлама кирлĕ инвентарь туянма сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ. Грант вĕренекенсен пархатарлă ĕçне татах та вăйлăрах аталанма май парать. Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева патриот юхăмĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тавах. Эпир шанăçа тỹрре кăларатпăрах.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *