«Каçал ен» хаçата 2018 çулхи иккĕмĕш çур çуллăха çăмăллатнă йĕркепе çырăнтармалли кампани вĕçленсе пырать. Çырăнтару хакĕсем апрелĕн 1-мĕшĕччен кăна пĕлтĕрхи шайра пулаççĕ. Хальхи вăхăтра район хаçатне почта çыхăну уйрăмĕсенче, çавăн пекех почтальонсем урлă 6 уйăха /июль – декабрь/ 508 тенкĕ те 56 пуспа çырăнма май пур.
Çавăн пекех район хаçатне альтернативлă майпа кăçалхи иккĕмĕш çур çулшăн 222 тенкĕпех çырăнма май пуррине те аса илтеретпĕр. «Каçал ен» хаçата редакцие пырса çырăннă çынсем ăна тÿррĕнех редакцирен илсе тăраççĕ.
Хаклă вулаканăăм! Район хаçатне халех çырăнма васкăр, ырана ан хăварăр! Район хаçачĕ Кашни килтех пултăр!