Пятница, 19 апреля

Хисеплĕ ентешĕмĕр ячĕпе – турнир

Хисеплĕ ентешĕмĕр ячĕпе – турнир

Иртнĕ шăматкун, мартăн 24-мĕшĕнче, районти «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен черетлĕ ăмăртăвĕ иртрĕ. Турнира пуçласа районта классикăллă тата ирĕклĕ майпа кĕрешекенсене хатĕрленĕ, Тукай ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан Петр Георгиевич Матросов ячĕпе ирттерчĕç.
Турнира уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Осипов, Чăваш Республикин физкультура тата спорт тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Семенов, А.Ченакин меценат хутшăнчĕç. Турнир пуçаруçи, спорт ветеранĕ, СССР спорт мастерĕн кандидачĕ Петр Матросов та çулĕсене пăхмасăрах кашни çулах ăмăртăва килет. Вăл пухăннисене, спортсменсене ăшшăн саламларĕ, спорта юратма, вăй-хала çирĕплетме чĕнсе каларĕ.
Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен черетлĕ ăмăртăвне республикăри районсемпе хуласен, Ульяновск облаçĕн чи ăста спортсменĕсем килсе çитнĕ. Икĕ кавир çинче170 яхăн кĕрешÿçĕ вăй виçрĕ.
Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕ чăннипех те хĕрÿ иртрĕ. Куракансем кăшкăрса хавхалантарчĕç, кашниех çĕнтерме ăнтăлчĕ. Апла пулин те чи маттуррисем те хăюллисем çĕнтерÿçĕсен йышне лекрĕç, парнесене тивĕçрĕç.
24—54 килограмлисен йышĕнче Денис Яндров /Асанкасси/, Антон Андреев тата Тимур Гисматуллин /Комсомольски/ палăрчĕç. Хĕрсенчен 31 килограмлă виçере Ксения Суюкова /Асанкасси/ — çĕнтерÿçĕсен йышĕнче. Яна Георгиева /Асанкасси/ — 43 килограмлисем хушшинче мала тухрĕ. 48 килограмлă виçере Сергей Ильин /Асанкасси/, 65 килограмлисем хушшинче Константин Калашников /Асанкасси/ палăрчĕç. 55 килограмлă виçере арçынсем хушшинче Дмитрий Яндрова /Асанкасси/ çитекенни пулмарĕ.
Турнира ирттерме пулăшнă спонсорсене А.Ченакина, М.Шарафутдинова, Х.Идиатуллина, Г.Шурбина, А.Заргирова, Р.Калакова, А.Степанова, Н.Соловьева, «Слава картофелю» агрофирма, «Рассвет» ЯХПК, «Искра» колхоз, «Хлебозавод» АО ертÿçисене чĕререн тав тăватпăр.
П.ПОРЯДКОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *