Вăтам шкулта пĕлỹ пухакансем вĕренỹре «4», «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пынипе пĕрлех, конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнаççĕ. Çитĕнĕвĕсем те курăмлă. Акă, ачасем республикăри карьерăпа профориентаци центрĕ йĕркеленĕ «Юный дизайнер» дистанци конкурсĕнче çĕнтернĕ. 6-мĕш «б» класра пĕлỹ пухакан Анастасия Егорова, Валерия Ефремова, 9-мĕш «б» класра вĕренекен Валерия Кулик (ертỹçи Н.Мельникова) I-мĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ. Хĕрсем хăйсен дизайнер ăсталăхĕпе паллаштарса шкул формине, чăваш тумне ỹкерсе кăтартнă. Вĕсен ĕçĕсене чи лайăххисем тесе хакланă.
З.ЧЕРНОВА,
вĕрентекен.