Суя хыпарпа шÿтлеме юрамасть

Суя хыпарпа шÿтлеме юрамасть
Мартăн 4-мĕшĕнче каçхи 9 сехетре «112» телефон номерĕ çине Шупашкарти Энтузиастсен урамĕнчи пурăнмалли çуртра взрыв тума хатĕрленнине пĕлтернĕ. Çуртри пÿлĕмсене тата таврари территорие тĕрĕслесен сирпĕнмелли хатĕр тупман, пĕлтерни суя пулни палăрнă.
Асăннă фактпа терроризм акчĕ çинчен суя хыпар пĕлтерни пирки уголовлă ĕç пуçарнă. Хыпарлаканĕ кам пулнине те хăвăрт  тупса палăртнă. Шупашкарта пурăнакан, ниçта та ĕçлемен 30 çулхи арçын çăлав службин телефонĕ çине ÿсĕрле шăнкăравланă-мĕн. Суда преступлени тунă арçынна хупса лартас ыйтупа тухнă. Çакна тума право хуралçисене çав арçын маларах та обществăлла йĕркелĕхе пăснине пула темиçе хут та административлă явап тытнине шута илни хистенĕ. Шупашкар хулин Мускав район сучĕ следовательпе прокурор ыйтăвĕпе килĕшсе айăпа кĕнĕскере 2 уйăха хупса лартма йышăннă /йышăну саккунлă вăя кĕмен-ха/. 
Следстви малалла пырать. Асăннă преступление тунăшăн арçынна пилĕк çул таран ирĕкрен хăтарма пултараççĕ. 
Чăваш Республикин прокуратурин пресс-служби.  
 
 
 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *