Тăван кил ăшши

Вĕсем Çĕнĕ Шупашкарта пурăнатчĕç. Валя аптекăра, мăшăрĕ Валерий «Химпром» предприятире ĕçлетчĕç. Хĕрĕ Оля шкулта вĕренетчĕ, Дима иккĕ те тултарманччĕ-ха.
Хула пурнăçне хăнăхнăччĕ ĕнтĕ Уткинсем. Ир-ирех ĕçе пуçтарăнатчĕç, каçхине килтеччĕ. Хутран-ситрен кино-театрсене те тухкаласа çÿретчĕç, премьерăсем, концертсем куратчĕç. Пушăрах вăхăтра хулара уçăлса çÿретчĕç. Паллах, ялти тăванĕсене кайса пулăшма та вăхăт тупатчĕç.
ПУРНĂÇ ПУРĂНАССИ — УЙ УРЛĂ КАÇАССИ МАР, —
теççĕ халăхра. Чăнах та, унта темĕн те пулать. Лайăххи те, япăххи те.
Вальăн хуняшшĕпе хунямăшĕ Тукайра пурăнатчĕç. Пурнăçра нумай хура-шур курнă-скерсем çумне чир-чĕрĕ те çилĕм пекех çыпăçатчĕ. Малтан хуняшшĕ çĕре кĕчĕ. Хунямăшĕ килте пĕчченех юлчĕ.
Паллах, ывăлĕ амăшне пĕччен пăрахса хăварма пултараймарĕ. «Валя, яла куçса каяр пулĕ. Аннене пулăшмалла, пă-хмалла», — терĕ ăна пĕррехинче мăшăрĕ. Çапла вара Уткинсем çемйипех тăван яла таврăнчĕç.
Ачасем ялти пурнăçа питĕ килĕштерчĕç. Урамра вылярĕç, шыва кĕме çÿрерĕç, улма-çырлапа пахчаçимĕç юратса çирĕç. Паллах, хĕрĕпе ывăлĕ вăйĕ çитнĕ таран ашшĕпе амăшне килти ĕçсене тума пулăшрĕç.
ПУР ÇĔРЕ ТЕ ĔЛКĔРЧĔ
Кил хуçи колхозра, техникăпа çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тивĕçтернĕ çĕрте тăрăшрĕ. Вальăн вара ĕç хушăнсах пычĕ. Тăтăшах чир-чĕрпе аптракан хунямăшне, ачисене, выльăх-чĕрлĕхне те пăхмалла. Шартлама сивĕ хĕл иртсе кайсан пахчари ĕçсене пуçăнмалла. Хăй те çак ялтах ÿссе çитĕннĕскер, пур çĕре те ĕлкĕрчĕ.
Специальноçĕпе вăл — фармацевт, анчах Тукайра ку енĕпе ĕç пулмарĕ. Вара хĕрарăм Çĕнĕ Мăратри ваттисен çуртĕнче ĕçлеме пуçларĕ. Унтанпа чылай çул иртрĕ. Килте ăшшăн кĕтсе илекен хунямăшĕ те тахçанах çĕре кĕнĕ ĕнтĕ. Хăйне лайăх пăхнăшăн ывăлĕпе кинне нумай ăшă сăмах каласа хăварчĕ вăл, телейлĕ те сывлăхлă пурăнма сунчĕ.
ПУРНЕ ТЕ ĂНЛАНМА ТĂРĂШАТЬ
Валентина Карповна хăнăхнă йăлипе ир-ирех вăранать. Выльăх-чĕрлĕхне пăхать, ĕнине сăвать, газ плити çине ирхи апат пĕçерме лартать. Паллах, ĕçе кайман чухне ăна мăшăрĕ те пулăшать.
Ачисем те çитĕннĕ ĕнтĕ. Оля — çемьеллĕ, мăшăрĕпе Тукайрах пурăнаççĕ, виçĕ ача ÿстереççĕ Никитинсем — икĕ ывăл та пĕр хĕр.
Уткинсен ывăлĕ çемье çавăрман-ха. Шупашкарта ĕçлесе пурăнать, тăван яла тăтăшах килет.
В.К.Уткина кил-çуртри ирхи ĕçсене вĕçлет те автобус чарăнăвне васкать, 22 çул такăрлатать вăл çак çула. Шурутри ваттисен çуртне каять. Шаннă çĕрте тÿрĕ чунпа тăрăшать.
Валентина Карповна хевтесĕр юлнă ватăсен пăшăрханăвне сирес, вĕсене савăк кăмăл парнелес тесе çине тăрать.
Пурнăçра чылай хура-шур курнăскерсен чĕре е ытти орган ыратать. Вĕсенчен чылайăшĕ юн пусăмĕ ÿснипе аптрать. Валентина Карповна вĕсемпе пуринпе те ăшшăн калаçать, медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулсан Шурут больницинчен медработниксене чĕнсе илет. Вера Семенова врач кунта тăтăш килсе çÿрет, чирлисене тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парать.
«ЭПИР ПĔЧЧЕН МАР», —
теççĕ Шурутри ветерансен çуртĕнче пурăнакансем. Тĕрлĕ шăпаллисем килнĕ кунта. Вăйпитти чухне вĕсем пурте тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ, çурт-йĕрпе, çемйипе пĕрле пурăннă. Вăхăт иртнĕ май ачисем çитĕннĕ те тăван ялпа, килпе сывпуллашса тĕрлĕ çĕре саланнă.
Ватлăхри пĕчченлĕх… Чирлесен пĕр стакан шыв паракан та çук. Çавăнпах ĕнтĕ чылай çула çитнĕ пĕччен пурăнакансем ваттисен çуртне çул тытаççĕ. Нина Пыркина, Дария Ложкова, Римма Васильева, Мария Илларионова, Августина Яковлева, Лидия Немцева, Ксения Яковлева кунта хÿтлĕх, савăнăç, шанăç тупрĕç. Александр Широкин, Рафаил Чекаев, Саттире Гайнуллина та çак сăмахсенех çирĕплетеççĕ.
ПĔР ĔÇРЕ 20 ÇУЛ ЫТЛА
Ваттисен çурчĕн ертÿçи Валентина Карповна кунта хÿтлĕх тупнисене хăтлă та лайăх пултăр тесе хăйĕнчен мĕн килнине пурне те тума тăрăшать. Вăл тăрăшнипех кунта Шурутри, Тукайри, Çĕнĕ Мăратри культработниксем тăтăшах концертсем лартса параççĕ. Шкул ачисем те çак ĕçрен айккинче юлмаççĕ.
Шурут чиркĕвĕн настоятелĕ Вадим атте те ваттисен çуртне тăтăшах килет. Вăл кунта пурăнакансемпе чун-чĕререн калаçать, сыптарать.
Алина Голубева, Алина Иванова, Светлана Титова ватăсене апат çитереççĕ, тумтирне çăваççĕ, кашни вунă кунта душра çăвăнтараççĕ. Мария Яковлева повар апат тутлă та техĕмлĕ пултăр тесе çине тăрать.
Ветерансем Валентина Карповнăна тата хăйсене пăхакансене чун-чĕре ăшшишĕн, ырă кăмăлĕшĕн, çепĕç чĕлхишĕн тав тăваççĕ.
ЮБИЛЕЙ ЯЧĔПЕ
Нумаях пулмасть Валентина Карповна 55 çул тултарчĕ. Çак ятпа ăна мăшăрĕ, ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем ăшшăн саламларĕç.
Ваттисен çуртĕнче пурăнакансем те айккинче юлмарĕç. Вĕсем юратнă ертÿçине сумлă кунпа саламласа нумай-нумай ырă та ăшă сăмах каларĕç.
З.СОЛОВЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *