Суббота, 20 апреля

РФ Президенчĕ амăшĕпе ачасене тивĕçекен пулăшăва ÿстерме хушнă

РФ Президенчĕ амăшĕпе ачасене тивĕçекен  пулăшăва ÿстерме хушнă

Раççей Президенчĕ Федераци Пухăвне çуллен яракан Çырăвĕнче пирĕн çĕршыв ача çураласси чакнă икĕ тапхăра чăтса ирттерни пирки палăртнă. Пĕрремĕшĕ — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн, иккĕмĕшĕ — иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем. Ку вăл статистика çеç мар. Ача çураласси чакни экономикăна та, çынсен пурнăç шайне те пысăк витĕм кÿрет. Çавна пулах ĕнтĕ амăшĕпе ачасене сыхлассипе халиччен пулман йышăнусем тунă. Раççей Президенчĕн 2012 çулхи хушăвĕнче те ачасен интересĕсене хÿтĕлессипе çыхăннă наци стратеги-йĕсене палăртнă. Вăл ĕçленĕ хушăра РФ Правительствине, регионсенчи влаçсене тата ытти ведомствăсене вуншар хушу панă. 

Ача çураласлăха ÿстерессипе çыхăннă пирвайхи йышăнусенчен пĕри амăшĕн капиталне пани пулчĕ. Çĕршер пин çемье патшалăх пулăшăвне, хăйсен ачисене кирлĕ хăш-пĕр япаласемпе ти-вĕçтерме май пуррине туйса илчĕ. Пирĕн республикăра амăшĕн капиталĕн сертификатне 81000 ытла панă. Чăваш Енри 4600 çемье унпа усă курнă.

Амăшĕн капиталĕн программи 2017 çулта вĕçленчĕ. Нумайăшне ăна малашне тăсасси кăсăклантарчĕ. Раççей Президенчĕ 2017 çулăн юлашки кунĕсенче демографие, амăшне тата ачасене пулăшас пуçарупа тухса калаçрĕ. Вĕсенчен пĕри амăшĕн капиталĕн программине 2022 çулччен тăсасси пулчĕ. Унпа усă курмалли сферăна та анлăлатнă. 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен икĕ ачаран кая мар çемьесем амăшĕн капиталĕнчен уйăхсерен 8910 тенкĕ илееççĕ. Çавăн пекех шкул çулне çитичченхи тивĕçтерÿсемшĕн, тĕрĕсрех каласан, икĕ уйăхри ачасене пăхнăшăн, тÿлеме май пур. Республикăри амăшĕн капиталĕн программине те малалла тăснă.

Пĕрремĕш ача çуратакансене пособи парасси — çĕнĕлĕх. Унчченрех патшалăх нумай ачаллă çемьесене пулăшу кÿретчĕ. Январĕн 1-мĕшĕнчен вара сахал тупăш илекенсем ?кашни çемье членĕн укçи пĕрре çурă пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен иртмест пулсан/ уйăхсерен 8910 тенкĕ илме пуçларĕç. Çакна валли заявлени çеç çырмалла. Чăваш Енре унпа çĕршер çемье усă курать. Маларах шутласа пăхнă тăрăх, çак савăнăç 4500 çемьене тивĕçмелле.

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн çуралнă е усрава илнĕ виççĕмĕшпе ун хыççăнхи ачасемшĕн те тÿлев парасси йĕркене кĕчĕ. Çакна тума РФ тата республика ертÿçисем килĕшÿре пулни май пачĕ. Пособи виçи 8365 тенкĕпе танлашать.

Ачаллă çемьесем тивĕçлĕ условинче пурăнмалла. Кашниех пысăк процентпа ипотека кредитне илеймест-çке. Раççей Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн тата икĕ е ытларах ачаллă çемьесене патшалăх сахал процентлă ипотека кредичĕ парать. Çакă пиншер çемьене савăнтарать.

Пурлăх тĕлĕшĕнчи хавхалантару ача çуратаслăха ÿстерме пулăшать. Вĕрентме, воспитани, хÿтлĕх пама та пулать çакăн пек чухне.

Çавăнпа та Раççей Президенчĕ хăйĕн Çырăвĕнче ачасене яслисенче икĕ уйăхран пуçласа виçĕ çул таранччен вырăнпа тивĕçтермелли пирки уйрăммăн палăртрĕ. Çакă, Владимир Путин шухăшĕпе, чăн малтанах çамрăк ашшĕпе амăшне, уйрăмах амăшне маларах ĕçе тухма, вĕренме тата карьерăра ÿсме май парать. Республикăра ултă çулта 47 ача сачĕ тунă. Виçĕ çул тултарнă ачасемшĕн черет çук. Хăш-пĕр районсенче икĕ çултан та ачасене садике яма май пур. Ача сачĕсем тăвас ĕç малалла та тăсăлĕ. Уйрăмах ясли вырăнĕ пирки тимлĕх уйăрма палăртнă.

Ачалăха хÿтĕлес тĕллевпе ача-пăча поликлиникисене юсас программа та тĕп вырăнта пулĕ. Ку ыйтупа Чăваш Енре ĕçлеме пикеннĕ.

Раççей Президенчĕ çакă çеç çителĕксĕр тесе шутлать. Вăл ачалăх вунăçуллăхĕ пирки пĕлтерсе Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче амăшлăхĕпе ачалăха пулăшас тĕллевпе 40 процент укçа-тенкĕ ÿстерес тĕллев лартнă. Апла пулсан Чăваш Енре малашне те ача сачĕсем тăвас, ача-пăча поликлиникисене юсас, ашшĕ-амăшне пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшас ыйтусемпе çине тăрса ĕçлĕç.
«Малашнехи ултă çулта демографи аталанăвĕпе, амăшлăхĕпе ачалăха сыхлассипе çыхăннă мерăсене пурнăçлама пире 3,4 триллион тенкĕрен кая мар кирлĕ пулать. Ку вăл пысăк, анчах чикĕрен тухса кайман, чăнлăхпа тÿр килекен цифра», — тенĕ Раççей Президенчĕ Владимир Путин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *