Суббота, 20 апреля

Олимпиада çĕнтерÿçисем

Олимпиада çĕнтерÿçисем

Февралĕн 21-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕнче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче регионсен шайĕнчи чăваш чĕлхи тата литератури олимпиади иртнĕ.
Мероприятие вĕренекенсен пултарулăхне аталантарас, тăван чĕлхене вĕренес кăмăлне ÿстерес, чĕлхе пĕлĕвĕпе культура тĕлĕшĕнчен çивĕч ăслă ачасене тупса палăртас, тĕпчев ĕçне хутшăнма хăнăхтарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Регионсем шайĕнчи чăваш чĕлхи тата литератури олимпиадине 9—11-мĕш классенче вĕренекенсем, олимпиадăн 2-мĕш тапхăрĕнче çĕнтернĕ тата регионсем шайĕнчи чăваш чĕлхи тата литератури олимпиадин иртнĕ çулхи çĕнтерÿçисем, çавăн пекех республикăри олимпиадăсенче 1-мĕш вырăн йышăннă Пушкăртстан, Тутарстан Республикисенчи, Чĕмпĕр облаçĕнчи вĕренекенсем хутшăннă. Тупăшура 149 вĕренекен хăйĕн пĕлĕвне тĕрĕсленĕ.
Комсомольски районĕнчен 5-ĕн призерсен шутне кĕме пултарчĕç: Нĕркеç вăтам шкулĕнчи Анастасия Максимова /10 класс/, Шурут вăтам шкулĕнчи Алиса Голубева /11 класс/, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи Мария Моторина /11 «а» класс/, Никита Бархонов ?10 класс/, Эльза Кузнецова ?10 класс/. Вĕренекенсене Н.И. Плеткина, Л.Н.Тарасова, С.Г.Индюкова ертÿçĕсем хавхалантарса пынă.
Çĕнтерÿçĕсене тата педагогсене саламлатпăр, тĕнче шайĕнчи ăмăртура ăнăçу сунатпăр.

С.ИНДЮКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *