Пятница, 19 апреля

Сывлăха çирĕплетет, çавăнпа вăл килĕшет

Сывлăха çирĕплетет, çавăнпа вăл килĕшет

Çăварни уявĕ тĕрлĕ спорт мероприятийĕпе питĕ пуянччĕ. Малтанах, ирхи 9 сехетре, «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче «Газпром межрегионгаз Чебоксары» командипе республикăн хули-районĕсен ушкăнĕсем волейболла вылярĕç. Улатăр, Çĕрпỹ, Канаш, Шупашкар хулисемпе Вăрмар, Куславкка, Муркаш тата ытти районсен командисен хĕрỹ вăййисене курма питĕ кăсăк та кăмăллă пулчĕ. Спортсменсем çак кун шывра ишсе ăмăртрĕç, биатлонпа дартс вăййисенче тупăшрĕç. Шашкăпа шахмат турнирне хутшăнса кăмăлĕсене уçрĕç.

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсене хавхалантаракансем те йышлăн пулчĕç. 45, 48, 51, 55, 60, 65, 71 килограмм виçеллисем хушшинче малти вырăнсемпе çаксем палăрчĕç: Виктория Хамбикова, Дмитрий Данилов, Константин Никифоров, Сергей Ильин, Владислав Прокопьев, Виктория Карпова, Никита Карпов, Дмитрий Степанов, Даниил Митюков, Андрей Козлов (Асанкасси), Евгений Давыдов, Тимур Гисматуллин, Роман Белков, Никита Зайцев (Комсомольски ), Линаз Айсын, Алмаз Шакиров (Тукай Мишер), Надир Гибатдинов, Зиннур Алиуллин, Ильфат Рахимзянов, Ирек Шарафутдинов, Айдар Закиров, Надим Адеев, Нияз Гибатдинов, Ирек Зиятдинов (Урмаел). Шкул командисем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешсе пĕрремĕш вырăна Асанкасси вăтам шкулĕн ушкăнĕ çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна — Урмаел, виççĕмĕш вырăна Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕсен командисем тивĕçрĕç.

Хоккей площадкине те пушă лартмарĕç çак кун. Кунта ветерансемпе çамрăксен командисем шайбăна ăмăртмалла хăваларĕç. Çамрăксен ушкăнĕ ветерансене 10:9 шутпа выляса ячĕ. Апла пулин те пĕрин те кăмăл хуçăлмарĕ, вăйă пурне те килĕшрĕ.

Район центрне пухăннисем армспорт вăййине пăхса киленчĕç. Унта пĕрремĕш вырăна (75 килограмм таранхи виçере) Урмаел яшĕ Рестем Ильясов çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна Тукай Мишер çынни Ильшат Зарифзянов тивĕçрĕ пулсан, виççĕмĕш вырăнпа Тури Тимĕрчкасси йĕкĕчĕ Денис Иванов палăрчĕ. 75 килограмран ытларах виçере те çĕнтерỹçĕсене тупса палăртрĕç. Акă вĕсем: Эдуард Иванов (Тури Тимĕрчкасси), Аймет Зарипов, Данир Мжгиев (Урмаел).

Кире пуканĕ йăтса арçынсенчен Комсомольскинче пурăнакан Владимир Калашниковпа Николай Смирнов тата Илнур Зартинов çĕнтерчĕç. Вĕрен туртас енĕпе чи хастаррисем Комсомольски ял çамрăкĕсем пулчĕç. Вĕсем пĕрремĕш вырăна алăран вĕçертмерĕç. Ку тупăшура Тимĕрчкассисен ушкăнĕ иккĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Виççĕмĕшсем — Комсомольски ялĕн ветеранĕсем.

Уяв савăнăçлă самантсемпе пуян пулчĕ.

Тепĕр çулччен, хаваслă Çăварни!

А.Исаева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *