Кашни ачашӑн ашшӗ ҫумра пулнин, хӑйӗн тӗслӗхӗпе вӗрентсе пынин хакне нимӗнпе те виҫеймӗн. Ахальтен мар «Пӗр атте ҫӗр учительтен те пӗлтерӗшлӗрех» текен каларӑш пур. Шӑпах аттесен ачасене ҫитӗнтерес ӗҫри пысӑк витӗмне тӳпе хурса эпир октябрь вӗҫӗнче кашни ҫулах Аттесен кунне уявлатпӑр. Ҫак уява халалласа нумаях пулмасть Комсомольскинчи этнобиблиотекӑра округ шайӗнчи «Папафест- 2026» фестиваль иртрӗ.
Мероприятие Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, округри ашшӗсен Канашӗн председателӗ Михаил Ананьев, Сергий иерей, агропромышленноҫ ӗҫӗн ветеранӗ Илдус Миннетуллин сӑмах каласа уҫрӗҫ. Вӗсем мероприятие пуҫтарӑннӑ ашшӗсене малашне те ҫемйине, ачисене юратса, пулӑшса пыма сунчӗҫ, ҫемьере юратупа килӗшӳ хуҫалансан ачасем те телейлӗ пулнине палӑртрӗҫ.
Малалла вара конкур-са хутшӑнакан ҫемьесем хӑйсемпе тӗплӗн паллаштарчӗҫ: Порядковсем, Павловсем, Шайдуллинсем, Ивановсем, Григорьевсем ҫемйисем ҫинчен видеопрезентацисем хатӗрлесе килнӗ. Вӗсем урлӑ кашни ҫемье ҫинчен нумай интересли пӗлме май килчӗ. Унтан конкурсантсем маршрут хучӗсем тӑрӑх тӗрлӗ ҫӗре ҫитсе пултарулӑхне кӑтартса пачӗҫ. Конкурс йӗркелӳҫисем вӗсем валли мӗн тӗрлӗ ӗҫ ҫеҫ хатӗрлемен! Ҫемьесем мӗнле юрӑ янӑранине кӗвӗ тӑрӑх тавҫӑрчӗҫ. Кунта вӗсене валли культура \ӗҫченӗсен ансамблӗ\ ятарласа инструментсемпе выляса кӑтартрӗ. Пӗр лапамра ачасемпе тӑтӑшах куракан мультфильмсене аса илчӗҫ. Спорт ӑмӑртӑвӗнче витрене мечӗк ывӑтса тупӑшрӗҫ. Ашшӗсем 30 ҫеккунтра мӗнле тата миҫе пӑта ҫапма пултарнине кӑтартса пачӗҫ. Кунта ашшӗсене ачисемпе амӑшӗсем те хавхалантарчӗҫ. Вӑйӑра та ӑсталӑх кӑтартрӗҫ ҫемьесем. Вӗсем тӗрлӗ вӑйӑсенче тупӑшнине, пӗр-пӗрне хавхалантарнине пӑхса тӑма чӑннипех те кӑсӑклӑ пулчӗ.
Чи пултаруллӑ та маттур, кашни лапамра ӑстарах пулнӑ ҫемьене палӑртма ҫӑмӑл пулмарӗ. Балсене шутланӑ хыҫҫӑн Порядковсен ҫемйи хастартарах тесе палӑртрӗҫ. Вӗсем тӗп парнене тивӗҫрӗҫ. Ытти ҫемьесене те Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе чысларӗҫ.
Ҫавӑн пекех ҫемьесем ачисемпе пӗрле ГИБДД ӗҫченӗсемпе паллашрӗҫ, вӗсем ҫула тухакан ГАИ автомашинипе кӑсӑкланчӗҫ. Юлашкинчен тата ҫул ҫине тухса ачасем хӑйсене чӑн-чӑн инспектор пек туйса автомашина та чарса курчӗҫ.
«Папафест-2026» кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗнче ҫемье пысӑк вырӑн йышӑннине, ҫемьепе пӗрле ирттернӗ вӑхӑт темрен те хаклӑ пулнине кӑтартса пачӗ.
Алевтина АНТОНОВА.

