Воскресенье, 22 ноября

Раҫҫейри ӑмӑртӑва хутшӑнать

Чӑваш патшалӑх университечӗн команди Кисловодск хулинче иртекен ҫӑмӑл атлетсен кроссне хутшӑннӑ.

Кунти стартсем ахаль ӑмӑртусем анчах  пулман. Унти кӑтартусем  тӑрӑх  2027 ҫулта иртекен Пӗтӗм тӗнчери  хӗллехи Универсиадӑна кайма кандитатсем суйласа илнӗ.

Университет командинче пирӗн ентеш Семен Семенов та пурри савӑнтарать. Семен «Кӗтне» спорт шкулӗн воспитанникӗ. Пултаруллӑ арҫын ача округра, республикӑра иртекен ӑмӑртусенче  пӗрре мар малти вырӑнсем йышӑннӑ. Аслӑ шкула вӗренме кӗрсен те спортран уйрӑлман вӑл, халӗ Олимп резервӗсен шкулне ҫӳрет, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Г.И.Архипова патӗнче ӑсталӑха ӳстерет.

С.Семенова спортра ҫитӗнӳсем сунатпӑр.

Петр Порядков.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *