Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнче пурӑнакансем унччен вилнӗ ҫынсене Комсомольски ялӗн масарӗнче тирпейлесе пытарнӑ. Вырӑнти фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи Г.В.Атласкин тӑрӑшнипе темиҫе ҫул каялла ял ҫумӗнче масар уҫма май килчӗ. Тӑванӗсем ҫывӑхрах вырӑнта ӗмӗрлӗх канӑҫ тупни халӑхшӑн аван. Вӗсен вилтӑприйӗсене пӑхса тӑма меллӗ.
Ял ҫыннисем пӗрле тӑрӑшса кунта ҫурт та лартрӗҫ. Ун умне плитасем сарчӗҫ. Пӳрт стенисене шалтан та хӑтлӑлатма шутлаҫҫӗ. Масара тата ун ҫывӑхӗнчи лаптӑка та тирпейлесех тӑраҫҫӗ. Ҫуркунне юр кайса пӗтсен субботник ирттернипе анчах лӑпланмаҫҫӗ, ҫу кунӗсенче те тирпей-илем кӗртеҫҫӗ.
Нумях пулмасть масара тепӗр хутчен тасатса тирпейлеме шутларӗҫ. Октябрӗн 17-18-мӗшӗсенче ял ҫыннисем, 25 ҫын та пулӗ, ӗҫ хатӗрӗсем илсе унта ҫул тытрӗҫ. Вӗсем масарта тата ун тулашӗнче ҫӑвӗпе ӳснӗ ҫумкурӑка, тасамарлӑха пуҫтарчӗҫ. Ирхине 8 сехетрен пуҫласа 15-16 сехетчченех тӑрӑшса ӗҫлерӗҫ. Халӗ масарта та унӑн ҫывӑхӗнче те тасалӑх хуҫаланать. Ӗҫе йӗркелес енӗпе Г.В. Атласкин ертсе пынине палӑртма кӑмӑллӑ. Ял ҫыннисем пӗрлехи ӗҫре маттур пулни савӑнтарать.
Людмила Тихонова,
ял старости.

