Аслӑ ӑрури ҫынсемпе тӗл пулни ачасен шухӑш-кӑмӑлне ҫирӗплетме, пурнӑҫ, ӗҫ пӗлтерӗшне лайӑхрах ӑнланма, Тӑван ҫӗршыв хаклӑхне туйма май парать. Ял хӗрарӑмӗн кунне халалласа округра «Манӑн ялти карьера: ӗмӗтрен чӑнлӑх патне» ятпа иртнӗ класс сехечӗсем вӑхӑтӗнче вӗренекенсем хамӑр хушӑра пурӑнакан ӗҫпе чыс-сума тивӗҫнӗ ҫынсемпе курнӑҫнӑ.
Комсомольскинчи тӗп библиотекӑра ӗҫ ветеранӗпе, 41 ҫул Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗнче ачасене тарӑн пӗлӳпе воспитани парас ӗҫре тӑрӑшнӑ Нина Зайцевӑпа тӗлпулу иртнӗ. Вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче кӗҫӗннисене пурнӑҫ ҫулӗпе паллаштарнӑ, вӗрентӳ ӗҫӗ ҫинче чарӑнса тӑнӑ, темиҫе ҫул каяллахи шкулпа паянхине танлаштарса кӑтартнӑ. Нина Яковлевна 9 ҫул вӑтам шкула ертсе пынӑ, ачасене пӗлӳ парас енӗпе ӗҫленипе пӗрлех обществӑлла ӗҫсене хутшӑнма та, художество пултарулӑх коллективне ҫӳреме те вӑхӑт тупнӑ. Паянхи кун та вӑл ҫынсем хушшинче, хастар волонтерсен йышӗнче.
Тукай Мишер ял библиотекине вара педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, ал ӗҫ ӑсти Гульнара Зарипова хӑнана килнӗ. Вӑл вӗрентекенсен ҫемье династийӗнчен пуҫласа халӑх йӑлипе ӗлӗкрен пыракан ӑсталӑхне упраса хӑварас енсемпе пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе паллаштарнӑ. Пултаруллӑ хӗрарӑм Р.Г.Зинатуллинӑпа пӗрле «Диалог традиций» проекта хастар хутшӑнать. Супӑнь хатӗрлес тата халӑхӑн ытти промыслисене аталантарас тесе ӗҫлеҫҫӗ. Тӗлпулу уҫӑ дискусси евӗрлӗ иртнӗ.
Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн начальникӗпе Надежда Соколовӑпа, Комсомольскинчи тӗп больницӑн медицина сестрипе Алина Тихоновӑпа тата Надежда Ильина специалист-экспертпа Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнче пынӑ калаҫу та вӗренекенсемшӗн интереслӗ пулнӑ. Аслӑ ӳсӗмри ҫынсем ачасене йывӑрлӑхсене парӑнтарса палӑртнӑ тӗллевсем патне ӑнтӑлмалли, суйласа илнӗ ӗҫе юратса, пахалӑхлӑ пурнӑҫламаллине каласа панӑ.
Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗнче вӗренекенсемшӗн Кайнлӑкри фельдшерпа акушер пункчӗн заведующийӗпе Инна Алякинӑпа, Хирти Мӑнтӑр культура ҫурчӗн заведующийӗпе Валентина Даниловӑпа, чӑваш чӗлхипе литературин тата математика вӗрентекенӗсемпе Лариса Даниловӑпа тата Зоя Журавлевӑпа, тӑван тӑрӑх ҫутҫанталӑкӗн илемӗшӗн нумай тӑрӑшакан Альбина Гаврилова сад ӑстипе тӗл пулни чылайлӑха асӗсенче юлӗ. Аслӑ ӑрури ҫынсем ачасене ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ, пурнӑҫра тухса тӑракан кӑткӑс ыйтусене татса парса малаллах ӑнтӑлмаллине палӑртнӑ.
Татьяна Волкова 40 ҫул ытла ачасене сывлӑхӗсене ҫирӗплетме, спортпа туслашма пулӑшать. Вӑл вӗрентнӗ ачасем районти, республикӑри ӑмӑртусенче пӗрре мар малти вырӑнсем йышӑннӑ. Хисеплӗ педагог сӑмахне Александровка вӑтам шкулӗнче ӑс пухакансем тимлесе итленӗ.
Хресченпе фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи Викторина Шуряшкина Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче аслӑ классенче вӗренекенсемпе тӗл пулнӑ май ялти ӗҫрен хӑрамасӑр тӑрӑшулӑхпа ҫитӗнӳсем тума май пулни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Ялти медицина ӗҫченӗн тӗп тӗллевӗ — унта пурӑнакансен сывлӑхне упрасси, май килнӗ таран вӗсене пулӑшасси, чир-чӗре вӑхӑтра тупса палӑртас енӗпе тӑрӑшасси. Ҫак шухӑшсене палӑртнӑ Хырхӗрринчи фельдшерпа акушер пункчӗн заведующийӗ Елена Михайлова вырӑнти тӗп шкулта аслӑ классенче вӗренекенсемпе тӗл пулнӑ май.
Асанкасси вӑтам шкулӗнче хурт-хӑмӑр ӑстипе Римма Яковлевӑпа тӗлпулу та интереслӗ пулнӑ. Ачасем пыл хурчӗсем пирки каласа панине тимлӗ итленӗ. Хурт-хӑмӑр ӗҫӗнче усӑ куракан хатӗрсемпе те кӑсӑкланнӑ.
Комсомольскинчи «Ҫӗр тата ҫынсем» музей ҫумӗнчи «Улах» кружока ҫӳрекен Мария Мокеева, Галина Быкова, Вера Макарова, Луиза Петрова тата Валентина Хораськина сӑмахӗсене те ачасем тимлӗ итленӗ. Вӗренекенсем ӑсталанӑ ал ӗҫӗсемпе хапӑлласа паллашнӑ.
Ҫакӑн пек мероприятисем аслӑ ӑрупа ачасем хушшинчи ҫыхӑнӑва вӑйлатас енӗпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Юратнӑ ӗҫӗсенче тӑрӑшакансен, нумай ҫул тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хурса чыс-хисеп ҫӗнсе илнӗ ветерансен ҫитӗнекен ӑрӑва каласа памалли нумай. Вӗсем хӑйсен кун-ҫулӗнче йывӑрлӑхсем чылай курсан та тӗллевӗсем патне ҫирӗппӗн утнӑ.
Аслӑ ӳсӗмрисен канашӗсемпе сӗнӗвӗсем ачасене малашнехи пурнӑҫӗнче кирлӗ пулаҫҫех. Вӗренекенсем тӗлпулусенче ыйтусем нумай пани ку мероприятисем ҫитӗнекен ӑрушӑн пӗлтерӗшлӗ пулнине ҫирӗплетет.
Елена Васильева.

