Чӑваш Республикинче Ял хӗрарӑмӗсен кунне халалласа «Грация села» спартакиада старт илчӗ. Пирӗн округра вӑл октябрӗн 3-мӗшӗнче «Кӗтне» ФСК-ра иртрӗ.
Спартакиадӑна пухӑннӑ спортсменсене округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ Альберт Кузьмин, республикӑри Хӗрарӑмсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Инна Ядрова, В.Н.Кочкова ячӗпе хисепленекен олимп резвервӗн 5-мӗш спорт шкулӗн директорӗ Константин Батраков саламларӗҫ. Маттур, спортпа туслӑ хӗрарӑмсем тӗрлӗ спорт вӑййисенче ӑмӑртрӗҫ. Пӗрисем ГТО фестивальне хутшӑнчӗҫ, теприсем эстафетӑра тупӑшрӗҫ, дартс, шашкӑлла вылярӗҫ, ыттисем волейболра ӑсталӑха тӗрӗслерӗҫ. Аслисем те, ҫамрӑксем те старта тӑчӗҫ ҫак кун.
Шашка вӑййинче Галина Симаковӑна ҫитекенни пулмарӗ, вӑл – пӗрремӗш. Елена Васильева, Екатерина Лисина – 2-мӗш тата 3-мӗш вырӑнта. Алевтина Голубева, Ирина Щетинкина, Ульяна Морозова дартс вӑййинче палӑрчӗҫ. Хутӑш эстафетӑра Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн команди мала тухрӗ. Асанкасси территори уйрӑмӗн команди – 2-мӗш, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн команди 3-мӗш пулчӗҫ. ГТО эстафетинче Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн команди финиша 1-мӗш ҫитрӗ. Тукай территори уйрӑмӗн команди – 2-мӗш, Аслӑ Ҫӗрпӳелсем – 3-мӗш вырӑнта.
Волейбол турнирӗнче 6 команда тупӑшрӗ. Пӗрремӗш вырӑна Асанкассисем ҫӗнсе илчӗҫ. Иккӗмӗш вырӑнта – «Тукай», «Кӗтне» ФСК команди – 3-мӗш. Ҫак мероприяти округри хӗрарӑмсем ӗҫре, юрӑ-ташӑра ҫеҫ мар, спортра пултаруллӑ пулнине, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пынине ҫиӗплетсе пачӗ.
«Грация села» спартакиада ҫӗнтерӳҫисем округ чысне республика шайӗнче хӳтӗлӗҫ. Ӑнӑҫу сунатпӑр.
Алевтина Ефремова.

