Нумаях пулмасть пирӗн ҫурт умне ҫӑмӑл автомашина ҫитсе чарӑнчӗ. Унтан уяв тумӗ тӑхӑннӑ ҫамрӑк тухрӗ. Вӑл мана — Ваттисен тата Учитель кунӗсем ячӗпе саламларӗ, кучченеҫ парнелерӗ. Сывлӑхлӑ та вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулма ырлӑх-сывлӑх сунчӗ.
Ҫак яш Хырхӗрринчен килнӗ. Вӑл — Наталия Фадеевна Никонова вӗрентекенӗн мӑнукӗ Дима. Ӑна асламӑшӗ ятарласа мана саламлама янӑ иккен. Ҫакӑ маншӑн питӗ пысӑк савӑнӑҫ пулчӗ.
Эпӗ Наталия Фадеевнӑна Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Унтанпа чылай ҫул иртрӗ пулин те вӗсем мана асрах тытаҫҫӗ, уявсенче саламсемпе савӑнтараҫҫӗ. Ял ҫыннисем Вера Бежерова, Мария Плешкова та хӑйсен сакӑрвуннӑран иртнӗ вӗрентекенне манманнине, май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшнине палӑртма кӑмӑллӑ.
Анна ЕЖЕРГИНА.

