Вторник, 13 октября

Ентеш кӗнекине пахаларӗҫ

Василий Федорович Димитриев пирӗн ентеш. Вӑл Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Йӗпреҫ округӗнче пурӑнать. Ялти шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1976-1979 ҫулсенче Хӗрлӗ ялавлӑ Хура тинӗс-ҫар флотӗнче службӑра тӑнӑ. Унтан 1980-1985 ҫулсенче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ пухса инженер-электрик специальноҫне илнӗ. Санкт-Петербургри патшалӑх техника университетне те вӗренсе пӗтернӗ. Пушӑ вӑхӑтра вара Василий Федорович сӑвӑсем тата ытти хайлавсем ҫырать.

Нумаях пулмасть Аслӑ Ҫӗрпӳел ял библиотекинче Василий Димитриевӑн «Хавхалану киловачӗ» кӗнекин презентацийӗ иртрӗ. Издание пахалама Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн начальникӗ Н.А.Соколова, вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, ял ҫыннисем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Малтанах Галина Родионова библиотекарь ҫыравҫӑн кун-ҫулӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ, унӑн халиччен пичетленсе тухнӑ кӗнекисем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Малалла вара автор сӑмах илчӗ. Хӑйӗн пурнӑҫӗнчи кӑсӑклӑ чылай самант ҫинчен каласа  пачӗ.

Вӑл нумай ачаллӑ ҫемьере ӳссе ҫитӗннӗ. Унӑн ашшӗ, Федор Димитриевич, анлӑ тавракурӑмлӑ, ӑслӑ, ӗҫчен ҫын пулнӑ. Амӑшӗ, Александра Гурьевна ӑш-пиллӗ, хитре хӗрарӑм, нумаях пулмасть 93 ҫул тултарчӗ. Мӑшӑрӗпе вӗсем 8 ача ҫуратса ӳстерсе пурне те пурнӑҫӑн тӳрӗ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ, ҫӗршыва кирлӗ ҫынсем тунӑ. Мӗн пӗчӗкренех хӑйсен тӗпренчӗкӗсене ӗҫе юратма вӗрентнӗ. Василий Федоровичӑн ачалӑхӗ вӑл вӑхӑтри вӗтӗр-шакӑр пурнӑҫӗ пекех иртнӗ: ҫерем тӑрӑх ҫаруран чупнӑ, шыва кӗнӗ, пулӑ тытма юратнӑ. Ӳсерехпе лаша кӳлсе колхоз ӗҫне хутшӑннӑ, хиртен утӑ-улӑм турттарнӑ тата ытти енӗпе те тӑрӑшнӑ.

Шкулта вӗреннӗ чухнех Василий физика, хими, истори, географи тата физкультура предмечӗсене кӑмӑлланӑ. З.П.Иванов ертсе пынипе 6-мӗш класран йӗлтӗр спорчӗпе тарӑнрах интересленме пуҫланӑ. Хӑнӑхусем туса 1-мӗш спорт разрячӗн нормотивне пурнӑҫланӑ. Шкулти пӗр ӑмӑрту та вӑл хутшӑнмасӑр иртмен. Темиҫе хутчен те район чемпионӗ пулса тӑнӑ. Пурте вӑл хӑйӗн пурнӑҫне спортпа ҫыхӑнтарасса шаннӑ. Анчах та аслӑ классенче вӗреннӗ чухне В.Димитриев пиччӗшӗ пекех электроэнергетикӑпа интересленсе каять. Аслӑ шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн унӑн пурнӑҫӗ Йӗпреҫ тӑрӑхӗпе тачӑ ҫыхӑнать. Кунта вӑл нумай ҫул электрохуҫалӑх системинче ӗҫлет. Хӑйӗн тӑрӑшулӑхӗпе ырӑ ят ҫӗнсе илет. Ӗҫтешӗсем ӑна хисеплеҫҫӗ,  вӑл ҫитӗнекен ӑрушӑн та тӗслӗх пулса тӑрать.

Тивӗҫлӗ канӑва кайсан Василий Федоровичӑн «Ачалӑхри пӗлӗтсем. Сӑвӑсем» пӗрремӗш кӗнеки тухать.

Василий ДИмитриев:

«Пурӑннӑҫемӗн тӗрлӗ шухӑшсем ҫуралаҫҫӗ, пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ. Ҫак сӑвӑсенче хамӑр ӑрури тӑвансене, ҫывӑх ҫынсене, ачасене, мӑнуксене сӑнласа панӑ. Ҫакӑ ҫутӑ чун-чӗререн тухакан йӗркесем аттепе анне тата пӗтӗм ратне валли парне пулччӑр».

Иккӗмӗш кӗнеки «Записки о посещении Афон в Республике Греция» ятлӑ. Унта вӑл хӑйӗн Греци ҫӗршывӗнчи тӗлӗнмелле ҫулҫӳревӗ ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. 2018 ҫулта кун ҫути курнӑ «На братских могилах защитников Родины в Белоруссии» кӗнекинче вӑл Белоруси ҫӗрӗ ҫине ҫитсе тӑванла вилтӑпри ҫинче пулни пирки каласа кӑтартать. Вӑл издани сӑн ӳкерчӗксемпе те пуян. Иртнӗ ҫул кун ҫути курнӑ «Лидеры энергетики» кӗнеке электричество сечӗсенче ӗҫлекенсене, ветерансене, вулакансен анлӑ йышне  интереслентермелле.

Ҫемьере килӗшӳпе юрату, ӑнлану хуҫаланмасан ҫакӑн пек паха кӗнекесем ҫуралмӗҫ. Василий Федоровичӑн ҫитӗнӗвӗсенче мӑшӑрӗн, Раиса Геннадьевнӑн тӳпи те пур тесе каласшӑн. Вӑл авторӑн хавхалантараканӗ, пулӑшаканӗ. Мӑшӑр ывӑлпа хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Вӗсем хамӑр  республикӑрах ӗҫлесе пурӑнаҫҫӗ. Димитриевсене тӑватӑ мӑнукӗ савӑнӑҫ кӳреҫҫӗ.

Презентацире тухса калаҫакансем Василий Федоровичӑн кӗнекине пысӑк хак пачӗҫ. Малашне те творчествӑлла ӗҫре ҫитӗнӳсем сунчӗҫ. Хамӑрӑн ентешпе курнӑҫса калаҫма пуриншӗн те кӑмӑллӑ пулчӗ. В.Димитриев ял библиотекине хӑйӗн пилӗк кӗнекине парнелесе хӑварчӗ. Вӗсемпе ял ҫыннисем хапӑлласах паллашӗҫ.

Галина Родионова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *