Кӑҫал вырма вӑхӑтӗнче ҫанталӑк ҫӗр ӗҫченӗсем умне чылай чӑрмав кӑларса тӑратрӗ. Ҫумӑр ҫуса тӑнипе мӗн ҫитӗнтернине пуҫтарасси вӑраха тӑсӑлчӗ. Сентябрь уйӑхӗнчи уяр кунсенче аграрисем уй-хирте чылай ӗҫ турӗҫ. Чӑваш Республикин Правительстви ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ӗҫсем мӗнле пынине сӑнасах тӑрать. Иртнӗ эрнере пирӗн округра вице-премьер, ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев ӗҫлӗ визитпа пулнӑ. Вӑл округ пуҫлӑхӗпе Николай Раськинпа «Слава картофелю» агрофирма ӗҫӗ-хӗлӗпе вырӑна ҫитсе паллашнӑ.
«Слава картофелю» агрофирмӑн генеральнӑй директорӗ Х.С. Идиатуллин кунта пыракан ӗҫсем ҫинчен каласа панӑ, уй-хир ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ.
Ку предприяти уй-хиртен продукци туса илнипе анчах ҫырлахмасть, инфраструктурӑна аталантарас, ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курас енӗпе те тӑрӑшать, продукцие пахалӑхлӑ упрас тӗллевпе те ӗҫлет. Министр ҫӗрулми тата тырӑ упрамалли хранилищӑсене ҫитсе вӗсенче ӗҫсене мӗнле йӗркеленипе хӑй куҫӗпе курса хакланӑ. Ҫӗрулми вӑрлӑхӗ туса илекен теплицӑпа та кӑмӑллӑ юлнӑ.
Агрофирма кӑҫал пурӗ 280 гектар ҫинче «иккӗмӗш ҫӑкӑр» лартса ҫитӗнтернӗ. Халӗ уйсенче ҫӗрулмине пуҫтарса кӗртес ӗҫсем пыраҫҫӗ. Кунта пӗтӗм ӗҫе механизациленӗ, механизаторсем мӗн ҫитӗнтернине пахалӑхлӑ та тӑкаксӑр пуҫтарса кӗртес тесе ҫине тӑраҫҫӗ. Тухӑҫ хальлӗхе кашни гектар пуҫне 326,8 центнерпа танлашать.
Ку предприятире кӗр тыррисем малтан палӑртнӑ 200 гектар вырӑнне 233 гектар акса хӑварнӑ. Вӗсем шӑтса тухса ешӗл тум тӑхӑнма та ӗлкӗрнӗ.
Андрей Макрушев министр ҫӗр ӗҫӗнче малта пыракан технологипе анлӑн усӑ курни уй-хиртен тухӑҫлӑ продукци илме май панине, ҫакна «Слава картофелю» агрофирма хӑйӗн тӗслӗхӗпе ҫирӗплетсе панине палӑртнӑ.
Уяр ҫанталӑкпа округри ҫӗр ӗҫченӗсем туллин усӑ кураҫҫӗ. Хирсенче яра кун машина-трактор сасси илтӗнсе тӑрать. Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене пуҫтарса кӗртессине вӗҫленӗпе пӗрех. Вӑтам тухӑҫ кашни гектар пуҫне 30 центнерпа танлашать.
Ҫӗрулми уйӗсенче вара ӗҫсем хӗрӳ пыраҫҫӗ. Ял ӗҫченӗсем мӗн ҫитӗнтернине тӑкаксӑр пуҫтарса илес тесе тӑрӑшаҫҫӗ. «Иккӗмӗш ҫӑкӑра» хальлӗхе 367 гектар, лартнӑ лаптӑкӑн 58,6 процентне, пуҫтарса илнӗ.
Ял хуҫалӑх предприятийӗсем 387 гектар ҫинчен куккуруса пухса кӗртнӗ. Округӗпе 1485 гектар кӗр тыррисем, палӑртнин 82 проценчӗ чухлӗ акнӑ.
/ХАМӐР ИНФ./.

