Яллӑ вырӑнсенче физкультурӑна аталантарас, унта пурӑнакан хӗрарӑмсене сывлӑхне ҫирӗплетме хавхалантарас, спорта явӑҫтарас тӗллевпе республикӑра «Грация села» спартакиада ирттереҫҫӗ. Ӑна ҫывхарса килекен Ял хӗрарӑмӗн кунне халалланӑ.
Спартакиадӑн муниципаллӑ тапхӑрӗ октябрӗн 3-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионӗнче иртет. Вӑл 9.40 сехетре пуҫланать. Программи пуян. ГТО фестивалӗ, ГТО эстафети, шашкӑлла вылясси, волейбол, дартс. ГТО фестивальне пурте хутшӑнса хӑнӑхтарусем тума пултараҫҫӗ. ГТО тата комбинированнӑй эстафетӑсенче тупӑшакан командӑсенче 4 ҫын пулмалла /8—9 тата 11—14 ҫулхи пӗрер хӗрача, 25—50 тата 51 ҫултан аслӑрах пӗрер хӗрарӑм/. Шашка енӗпе командӑра ҫулне пӑхмасӑр 2 ҫын вылямалла. Волейбол команди — 8 ҫын. Вӗсенче те хӗрсемпе хӗрарӑмсен ҫул ӳсӗмне шута илмӗҫ. Дартс енӗпе командӑра — 4 ҫын.
Заявкӑсене ӑмӑрту пуҫланиччен памалла. Спартакиадӑра ҫӗнтернисем дипломсемпе медальсене тивӗҫӗҫ, округ чысне октябрӗн 15-мӗшӗнче республикӑри тупӑшура хӳтӗлӗҫ.
Пирӗн округра хастар та пултаруллӑ, спортпа туслӑ хӗрсемпе хӗрарӑмсем сахал мар. Вӗсем ҫак спартакиадӑна хастар хутшӑнасса шанатпӑр.
Ирина Ильина.

