Вторник, 13 октября

Ҫӗнӗ вулавӑшсем уҫӑлнӑ

Сентябрӗн 15-мӗшӗнче республикӑри ҫичӗ округра модельлӗ библиотекасем уҫӑлнӑ. Етерне, Улатӑр, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Шупашкар округӗсенче ҫӗнӗ йышши вулавӑшсем ӗҫлеме тытӑннӑ.  Вӗсем пурте — паянхи пурнӑҫ ыйтӑвне тивӗҫтерекеннисем. Кунта аслисем валли те, ачасем валли те ятарлӑ лапамсем пур. Библиотека фончӗ ҫӗнӗ кӗнекесемпе тата тӗрлӗ техникӑпа пуянланнӑ.

 Асӑннӑ модельлӗ вулавӑшсене ҫӗнетме «Развитие  культуры» патшалӑх программин «Семья» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн 55 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.  Кӗнеке фончӗ 17 пин экземплярпа пуянланнӑ.

Паянхи куна Чӑваш Республикинче  модельлӗ 48 вулавӑш ӗҫлет. 2030 ҫулччен регионта ҫӗнӗ йышши 90 вулавӑш уҫма палӑртаҫҫӗ. Ҫакӑ пӗтӗмпех ялта тата хулара пурӑнакансен пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатассипе,  канӑва усӑллӑ ирттерессипе ҫыхӑннӑ.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *