Вторник, 13 октября

Лейтенант, майор, хисеплӗ ентеш

Лейтенант, майор, хисеплӗ ентеш

Ҫӗнӗ вӑхӑт ҫӗнӗ паттӑрсене ҫуратать. Тӗрлӗ енлӗ пултаруллӑ ҫынсем халӑхра пайтах. Мирлӗ ӗҫсенче те, вӑрҫӑ хирӗсенче те паянхи кун нумай чӑваш ҫынни лайӑх енӗпе палӑрса тӑрать. Вӗсем Раҫҫей экономикине ҫӳллӗ шая хӑпартассишӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ. Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешеҫҫӗ. Паллах, СВОри салтаксемпе офицерсене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗршыва хӳтӗленӗ ветерансен тӗслӗхӗ вӑй парса тӑрать, вӗсен ҫӗнтерӗвӗ СВО та пирӗн ҫӗнтерӳпе вӗҫленессине шантарать. Эпир ҫак статьяна вӑрҫӑпа ӗҫ ветеранӗ, пархатарлӑ ӗҫсемшӗн Совет Союзӗн тата ЧАССР наградисене тивӗҫнӗ, пурнӑҫ ҫулне чыслӑн утнӑ Тӗвенеш ялӗн ҫыннине Александр Петрович Романова  сама суса халаллатпӑр.

Хисеплӗ ентешӗн ачалӑхӗ тӑван ялта иртнӗ, Ҫӗнӗ Кипеҫри вӑтам шкулта пӗлӳ пухнӑ. Вӑхӑт ҫитсен 18-ти каччӑ салтак атти тӑхӑннӑ.  Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ ҫулвасилий Егоров 20  ҫулхи каччӑ пулнӑ.  Шӑпах ҫак вӑхӑтра ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑскер, тӳрех малтисен ретӗнче пулнӑ. Пурте пӗлекен 24-мӗш танк бригадин йышӗнче вӑл нимӗҫ фашисчӗсене хирӗҫ тӑнӑ. Хаяр ҫапӑҫусенчи паттӑрлӑхшӑн вӑл «За отвагу» (1942 ҫул), «За оборону Москвы», «За победу над Германией» медальсене тивӗҫнӗ. Хастар ентеше Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр тата Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн I, II  степеньлӗ орденӗсемпе чысланӑ.

Вӑрҫӑран таврӑнсан Александр Петрович  патшалӑх хӑрушсӑрлӑх службинче ӗҫлеме тытӑннӑ.  Чи малтанах вӑл ахаль ӗҫчен пулса ӗҫе кӳлӗннӗпулсассӑн, каярах вӑл  ЧАССР аппарачӗн ертӳҫи таран ҫитнӗ. Патшалӑх хӑрушсӑрлӑх службин комитечӗн майорӗ Александр Романов Вӑрмар, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри территорийӗсенчи уйрӑмсене пӑхса тӑнӑ. Хастар ентешӗн пурнӑҫӗнчи чи паллӑ пулӑмсенчен пӗри вӑл — Андриян Николаев космонавта кӗтсе илни. Шӑпах паллӑ космонавт тӑван тӑрӑха килнӗ чухне вӑл ертсе пыракан ушкӑн ертӳҫи пулнӑ. Ҫак ӗҫе, паллах, кашнинех шанса памаҫҫӗ. 

 Александр Петрович  ӗҫленӗ вӑхӑтрах хӑйӗн пӗлӳ шайне те ӳстернӗ. Вӑл Хусанти патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ, юрист профессине аллӑ илнӗ. «Ӗҫсӗр пӗр кун та», ҫавӑн пек девизпа пурӑннӑ Александр Петрович. Ҫавӑнпах пулӗ ял каччи ҫар службинче пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ. Унпа пӗрлех яваплӑ ӗҫре чылай ҫул ӗҫленӗ.

…Шел пулин те, Александр Романов чӗри 1972 ҫулхи ноябрӗн 17-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ.

Ентешсем паттӑр салтака, пултаруллӑ ертӳҫӗне манмаҫҫӗ. Унӑн ячӗ — ӗмӗрлӗх округ историйӗнче ҫырӑннӑ.

Татьяна Краснова,

архив ӗҫӗн специалисчӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *