Вторник, 13 октября

Тӗлӗкри сӑнар

Валентина Кириллова.

Калав

Ҫут ҫанталӑкӑн хӑйӗн саккунӗ: ҫу уйӑхӗ вӗҫленчӗ пулин те ӑшӑтмасть. Шухӑ сивӗ ҫил пӗрре те кӑнтӑр енне куҫас тесе шутламасть. Кунӗ сулхӑн пулнинчен ытларах ҫумӑрӗ ҫуса чун-чӗрене сӳрӗклетет, кӑмӑла хуҫать. Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗччен ака-суха туса пӗтернисем сивӗ ҫумӑршӑн та савӑнаҫҫӗ, ҫӗр улми лартнисем вара сивӗ ҫӗр айӗнчи вӑрлӑх ҫӗрсе каясран шикленеҫҫӗ. Типшӗм Сашук та хӑйӗн пӑшӑрханӑвне пытараймарӗ курӑнать:

…Пӗтрӗ пулӗ матькасси

Кӑҫал улма ҫиесси.

Юлчӗ пулӗ иҫмасси

Ролтон ҫине куҫасси, —  тесе йӗрке хыҫҫӑн йӗрке шӑрҫалать социаллӑ страницинче.

Пурнӑҫ тути-масине самай астивнӗ асаннесем ҫуллахи Микуларан кун-ҫӗр ӑшӑтать тени хӑлхаран каймарӗ. Ҫӗмӗрт ҫеҫкене ларнӑ вӑхӑтра  вара сулхӑн ҫилӗ кашлать, вырӑн-вырӑнпа ҫӗр сийӗ кӑчӑр  та пулаканччӗ-ха. Ку вӑл ҫут ҫанталӑкӑн ирӗкӗ, анчах Микула та иртсе кайрӗ — ҫанталӑк  ниепле те йӗркеленсе каяймасть. Ҫурхи ҫанталӑк ҫур ӑслӑ тени тӗрӗсех…

Ирех вӑйлӑ ҫумӑр лӳшкенӗрен Наташа вырӑн ҫинчен тӑруках тӑмарӗ. Ӑҫта васкамалла унӑн; ,лӗкхи пек картиш тулли выльӑх-чӗрлӗх  тытмасть халӗ. Чӑххи-чӗппине вара картарах  ятарлӑ савӑт ҫине сап-сарӑ тыррине ҫителӗклӗ  ярса хунӑ. Ура ҫине тӑрсан  Кӗҫӗн Пӑла хӗррине анса вӗлтӗрен-курӑк татса килет. Тахҫан урама сыснасене те  кӑларнӑ,  халӗ чӑх-чӗп те ҫӳремест. Выльӑх усраса нушаланманнисем пахча ҫумӗпе кӳлле васкакан хур-кӑвакал иртсе кайсан та янрашма пуҫлаҫҫӗ. Кӗтӗве каякан ӗнесем вӗсен умӗнче «капӑртма» ӳкерсе хӑварсан вара пӗтрӗ пуҫ: уяр кун та вӑйлӑ «ҫил-тӑвӑл» алхасать.

— Асанне, сана пӗччен кичем ан пултӑр тесе йытӑ ҫури парнелетпӗр, — терӗҫ иртнинче хӑнана килнӗ  мӑнукӗсем пӗчӗк ҫӑмламаса тыттарса.

Унччен те йытӑсӑр пурӑнман-ха вӗсем. Жасмин ятлӑччӗ. Пӗрре ветеринари тухтӑрӗсем  прививка тума килсен  йытӑ паспортне хатӗрленӗ. Хӑлхи мӑкарах пулнӑ-ши, Жасмин вырӑнне «Ячмень» тесе ҫырса хӑварнӑ йытӑ докуменчӗ ҫине. «Айболитсем» йытта Раҫҫей юрӑҫин ятне панине ӗненмен пулинех. Ҫапах килтисем ӑна Жасмин тесех чӗнчӗҫ. Шел те, 5 ҫул каялла,  кил хуҫинчен пӗр уйӑх каярах, ватӑлса вилчӗ шанчӑклӑ тус. Хуҫишӗн тунсӑхласа пӗр уйӑх кунӗн-ҫӗрӗн нӑйкӑшрӗ…

— Ара, ӑҫта усрӑп ку анчӑка; Эпӗ халь йытӑсӑр пурӑнма хӑнӑхнӑ та, — теме ҫеҫ пултарчӗ асламӑшӗ.

— «Дружок» ятлӑ пулӗ вӑл. Часах аттепе йӑва тума тухатпӑр, — хавасланса пуплерӗ аслӑ мӑнукӗ.

— Ячӗ чӑннипех те илемлӗ. Юрӗ, парнене тиркеме хушман, — тесе Наташа ҫӗнӗ пӗчӗк тусне  хӑйӗн ҫумне ҫупӑрларӗ.

Мӑнукӗсем шкула каяймаҫҫӗ-ха. Вӗсем патне хулана хӑнана кайсан шӑпӑрлансем «Барбоскины» мультфильма питӗ килӗштернине асӑрханӑ асламӑшӗ. Унта Дружок ятли пур ҫав. Мӑнукӗсем пекех футболшӑн каҫсах каяҫҫӗ. Аслине кукашшӗн ятне панӑшӑн питӗ савӑнчӗ Наташа. Сӑн-пичӗпе те ӑна хывнӑ вӑл.

Ҫав кунранпа Наташа  картише тухсанах тӑватӑ  ураллӑ тусӗпе калаҫрӗ. Лешӗ хуҫи юратса ачашланӑран хӳрипе вӗлтӗртеттерсе лӑпкӑн нӑйкӑшрӗ,  ҫӳлелле сиккелерӗ.

Паян та вырӑн ҫинчен тӑрса тирпейленнӗ хыҫҫӑн чи малтан ҫӑмламаса апат пачӗ. Унтан кайри пӳртре кӑштӑртатрӗ. Куллен ӗҫмелли эмелсене ӑша янӑ хыҫҫӑн, апат ҫиес килмест пулсан та, чӗре сури пултӑр,  вар-хырӑм ан сиенлентӗр тесе пӗчӗк кастрюльпе яшка лартса ячӗ, чей вӗретрӗ. Чунӗнче пӗрре те канлӗ мар унӑн: тем ҫитмест ӑна, ҫӗр ҫинче пустуй пурӑннӑ пекех туять хӑйне. Пӗчченлӗхре нушаланса ывӑнсах ҫитрӗ, никампа сӑмахлаймасть. Юрать, радио калаҫать. Ӑна  Наташа ирхине тӑрсанах ярать те  ҫывӑрма выртас умӗн кӑна сӳнтерет.

Упӑшкине ӗмӗрлӗхех ҫухатнӑранпа 5 ҫул иртрӗ пулин те  ӑш-чикӗ вут-ҫулӑмсӑр йӑсланать, кӑварӗ анчах курӑнмасть. Чунӗ мӗншӗн лӑпланаймасть-ши унӑн?  Савнӑ мӑшӑрӗ Вася, Мускава чылай ҫул ӗҫлеме ҫӳренӗскер, ҫул ҫинче аварире вилчӗ. Ывӑлӗ те ҫав машинӑрах пулнӑ.  Мухтав Турра, Пӳлӗхҫӗ ӑна сыхланӑ.

— Атте, руле хам тытас пулӗ. Эсӗ хыҫалта канса пыр, — тенӗ Коля ашшӗне инҫе ҫула пуҫтарӑнсан.

— Хӑв ҫывӑр, атту  паян киле тул ҫутӑлсан  кӑна кӗтӗн. Хӗрпе каччӑн пӗр-пӗринчен уйрӑлас килменнине аван ӑнланатӑп. Хам ҫамрӑк пулман-им; — тесе ашшӗ водитель вырӑнне йышӑннӑ.

Ашшӗпе ывӑлӗшӗн Мускав ҫулӗ ҫывӑхланнӑччӗ ҫав. Коля салтакран килнӗренпех ашшӗпе пӗрле стройкӑра тӑрӑшрӗ. Алли ӗҫ патне пырать унӑн. Мӗн пӗчӗкрен хӑйӗн ҫумӗнче ӗҫлесе ӳстернин пайтине курчӗ ашшӗ.

— Чи малтанах ҫӑмӑл  машина туянатӑп. Ӑна хам ӗҫлесе илесшӗн, — ҫирӗппӗнех татса каланӑччӗ Коля салтак тумне хывсан.

,мӗтне пурнӑҫларӗ.  Ҫакӑ ашшӗне тата хытӑрах савӑнтарчӗ: чустине хытӑ унанӑ вӑл, хӑйӗн пекех чӑн-чӑн арҫын ӳстерсе воспитани панӑ. Хӑйӗн вӑйӗпе туяннӑ япалана хаклама пӗлни те  пӗлтерӗшлӗ. Ашшӗпе ывӑлӗ инҫе ҫула  ашшӗн машинипе кайма хӑнӑхрӗҫ. Икӗ транспорт хӑваласа ҫӳремерӗҫ Сидоровсем. Юлашкинчен кайнӑ чухне хамӑр республикӑран та тухса ӗлкӗреймен — вӗсем ҫине  пысӑк транспорт пырса кӗнӗ. Упӑшки ҫийӗнчех вилнӗ. Хыҫалти ларкӑч ҫинче пынӑ ывӑлӗ чӗрӗ юлнӑ. Вӑл та вилнӗ тӗк ҫак йывӑр хуйха мӗнле тӳсӗччӗ-ши хӗрарӑм; Вӑйлӑ суранланнӑ Коля ҫур ҫул иртмесӗр  те больницӑран тухаймарӗ. Унтан реабилитаци тапхӑрне ирттерчӗ. Хӑрушӑ инкек хыҫҫӑн ҫулталӑк иртсен авланчӗ.

Васьӑпа Наташӑн хӗрӗ Ирина инҫетре пурӑнать. Аслӑ пӗлӳ илсен  Германире хунав ячӗ. Упӑшкипе икӗ ывӑл ӳстереҫҫӗ. Ҫулталӑкра пӗрре тӑван яла килсе кайма ерҫееҫҫӗ. Мӑнукӗсем пӗчӗклех виҫӗ чӗлхе пӗлсе ҫитӗнеҫҫӗ. Наташӑна  «кукамай» тесе чӗнеҫҫӗ.  Вӗсем ҫапла каланине илтсен Наташӑн кӑмӑлӗ сар ҫу пек ирӗлет. Чӑваш ялӗнче кӑна мар,  Германие хӑнана кайсан та мӑнукӗсем ӑна «кукамай» тесех чӗнни  мӑнаҫлӑх туйӑмӗ  ҫуратать.  Ара,  ачасен мӑн кукашшӗ вӑрҫӑ хирӗнчен таврӑнайман, фашистсен тыткӑнӗнче асапланнӑ. Мӑнукӗпе кӗҫӗн мӑнукӗсем вӑл асапланнӑ лагерьте экскурсире пулса курчӗҫ, мӑн кукашшӗне пуҫ тайрӗҫ.  Мӑнтарӑн чӑваш салтакӗ вӑхӑт иртсен унӑн йӑхӗ ҫав ҫӗр ҫинче патваррӑн та ҫирӗппӗн утасса шухӑшлама пултарнӑ-ши; Паллах, ырӑ пурнӑҫа шаннӑ вӑл. Анчах  ун чухне, хӗн-хур асапӗнче, мӑнукӗ  нимӗҫ каччипе пӗрлешсе йӑха малалла тӑсассине каланӑ тӑк ӗненмӗччӗ. Пурнӑҫ кукӑр-макӑрне пӗлсе пӗтерме ҫук ҫав.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *