Юлашки вӑхӑтра телефонсем ҫине кашни кун тенӗ пекех «Пилотсӑр вӗҫекен хатӗрсен хӑрушлӑхӗ» е «Ракета хӑрушлӑхӗ» текен SMS-хыпар килет.
Пӳртсем ҫийӗн ҫынсене инкек кӑтартакан япаласем вӗҫсе иртнине пӗрре мар куракансем пулнӑ, таҫтанах кӗрлесе килекен сассине вара нумайӑн илтнӗ. Хамӑра темле ҫирӗп тытсан та чунра сӳ! тӑвать. Хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнса тата тӑшмана хамӑр пирки ытлашши информаци пӗлтерес мар тесен видео е сӑн ӳкерчӗк туса социаллӑ сетьсене лартма юрамасть. Эпир ҫӑмӑлттайланни теприсен пурнӑҫне татма пултарни пирки асрах тытасчӗ.

