Суббота, 24 октября

Халӑх паттӑр — ӗҫӗсем курӑмлӑ

Халӑх паттӑр — ӗҫӗсем курӑмлӑ

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫи вӑхӑтӗнче Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑранпа кӑҫал 85 ҫул ҫитет. Ӑна халалласа шӑпах сентябрӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Атӑлҫи тӑрӑхӗн хӳтӗлев чиккисем: паттӑрла ӗҫ тата халӑхсен пӗрлӗхӗ»  регионсем хушшинчи наукӑпа практика конференцийӗ иртнӗ.

Асӑннӑ мероприятие пирӗн округ делегацийӗ те хутшӑннӑ. Округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, СВО ветеранӗсем, волонтерсем  пулнӑ унта. Пирӗн округра пурӑнакансем ыркӑмӑллӑх ӗҫӗсенче яланах хастар пулнӑ, паян та вӗсем пурте пӗрле кар тӑрса ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тӗрлӗ енлӗ пулӑшаҫҫӗ: гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтараҫҫӗ, окоп ҫуртисем тӑваҫҫӗ,  маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, плащсем ҫӗлеҫҫӗ… Пӗрлӗхре пирӗн вӑй пулнине лайӑх  ӑналанаҫҫӗ Каҫал тӑрӑхӗнче пурӑнакансем.

«Атӑлҫи тӑрӑхӗн хӳтӗлев чиккисем: паттӑрла ӗҫ тата халӑхсен пӗрлӗхӗ»   мероприятире маттур та хастар волонтерсене палӑртса хӑварнӑ. Ҫак йышра Каҫал тӑрӑхӗн ывӑл-хӗрӗсем те пур. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Тав хучӗпе Тукай Мишер ялӗнче пурӑнакан хастар волонтера Рамиль Зайнуллина чысланӑ. РФ Патшалӑх Думин  депутачӗн Анатолий Аксаковӑн  Тав ҫырӑвне  Ирина Алексеева ҫӗвӗҫ тивӗҫнӗ. Вӗсем шаннӑ ӗҫре тӑрӑшнипе пӗрлех, обществӑлла ӗҫре хастар, ҫынсене пулӑшу кӳрес тесе чӗрепе «ҫунаҫҫӗ». Вӗсен вӑй-халӗ малашне те тапса тӑтӑр.

   Алевтина АНТОНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *