Пятница, 23 октября

Таса тырӑ пӳлмене кӗрет

Таса тырӑ пӳлмене кӗрет

«Искра» колхоз кӑҫал 400 гектар ытла лаптӑк ҫинче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем ҫитӗнтернӗ. Кӑҫал вырма ҫӑмӑлах килмерӗ пулсан та кунти уй-хир тырпултан пушансах пырать. ,ҫченсем кӗр тыррисем акма та ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ.

— Йӗтем ҫине килнӗ тырра ҫийӗнчех тасатса тирпейлесе пыратпӑр. Комбайнсем тулӑ уйӗнче ӗҫлеҫҫӗ. Хуҫалӑхӑн пуҫтарса илмелли нумаях юлмарӗ. Тырӑ тухӑҫӗ те япӑх мар,  — кӗскен паллаштарчӗ Хырай Ӗнел ялӗн йӗтемӗ ҫинче ӗҫлекен  Ю.Н.Зайцев (сӑн ӳкерчӗкре). Вӑл кунта  КЗСра машинист пулса тӑрӑшать. Тивӗҫлӗ канура пулсан та Юрий Николаевич  хуҫалӑхшӑн хӗрӳ вӑхӑтра  ӗҫре. Тырӑ тасатмалли техника тухӑҫлӑ ӗҫлетӗр тесе тимлет. Ю.Зайцев малтан та 15 ҫул ытла кунта вӑй хунӑ.

Эпир пынӑ вӑхӑтра та йӗтемре ӗҫ шавӗ тӑратчӗ. Хиртен килнӗ тырра тасатса пӳлмене хыватчӗҫ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *