Сентябрӗн 1-мӗшӗнче, Пӗлӳ кунӗнче вӗренӳ учрежденийӗсем алӑксене тараватлӑн яри уҫрӗҫ, классем ачасен хаваслӑ сассисемпе тулчӗҫ.
Йӑлана кӗнӗ йӗркепе районти шкулсенче сентябрӗн 1-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ линейкӑсем иртрӗҫ. Каникулта канса вӑй илнӗ ачасене шкулсем хаваслӑ юрӑ-кӗвӗпе кӗтсе илчӗҫ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче пухӑннисене Чӑваш Республикин Культура, национальноҫ тата архив ӗҫӗсен министрӗ Светлана Каликова, Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Юрий Попов тата Петр Краснов, округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Евгения Соколова, Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ Геннадий Филиппов, вӑтам шкул директорӗ Евгений Савельев саламларӗҫ. Вӗсем вӗренекенсене — пӗлӳ илме ӑнтӑлма, лайӑх паллӑсемпе вӗренме, ҫитӗнӳсем тума, вӗрентекенсене — тарӑн пӗлӳ пама, ӑсталӑха ӳстерме сунчӗҫ. Маттур та пуҫаруллӑ ачасемпе педагогсене тӗрлӗ шайри наградӑсемпе чысларӗҫ. Паян пӗрремӗш хут парта хушшине ларакансем юрӑсемпе, ташӑсемпе савӑнтарчӗҫ, сӑвӑсем каларӗҫ.
Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн коллективне вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Альберт Кузьмин, вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Евгения Соколова, вӑтам шкул директорӗ Ирина Соловьева, Комсомольски округӗн прокурорӗн ҫумӗ Дмитрий Бородин тата ыттисем те саламларӗҫ. Маттур та хастар, вӗренӳре палӑрнӑ ачасене Хисеп грамотисемпе, Тав хучӗсемпе чысларӗҫ. Кӑҫал Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче 414 ача тарӑн пӗлӳ илӗ, вӗсенчен пуҫласа парта хушшине ларакансем — 29-ӑн. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуриншӗн те ҫутӑ та усӑллӑ пултӑр, пултарулӑхпа тата кӑсӑклӑ хутшӑнупа тултӑр, ачасемпе вӗрентекенсене ӑс-хакӑл енчен пуянлаттӑр.
Алевтина МАРИЯН.

