Суббота, 24 октября

Пӗлтерӗшлӗ ыйтусене пӑхса тухнӑ

Августӑн 31-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 3-мӗшӗччен Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри «Твой Герой» проектӑн семинарӗ пынӑ. Тӗп хуламӑра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ 100 ветеран ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗсенчен килсе ҫитнӗ. Пирӗн округран «Твой герой» проекта  Алексей Журавлев ветеран хутшӑннӑ.

Ветерансем  ҫамрӑксемпе ӗҫлес, ҫитӗнекен ӑрӑва патриотизмла воспитани парас тата ытти тӗлӗшпе калаҫусем ирттернӗ, тӗрлӗ идеологисемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ, хӑйсен социаллӑ проекчӗсемпе паллаштарнӑ. Ветерансем ҫавӑн пекех Шупашкарти шкулсенче вӗренекенсемпе тӗл пулса паттӑрлӑх урокӗсем ирттернӗ, Тӑван ҫӗршыв, астӑвӑм, паттӑрлӑхпа хӑюллӑх ыйтӑвӗсемпе калаҫнӑ.

Хӗрӳ ҫапӑҫусенче пулнӑ, Тӑван ҫӗршыва хӑйсен пурнӑҫӗсене шеллемесӗр сыхланӑ ҫынсем каласа пани кӗнекесенче ҫырнисенчен пӗлтерӗшлӗрех. ,нерхи салтаксен сӑмахӗсене вӗренекенсем тимлесе итленӗ.

Мирлӗ пурнӑҫа таврӑнсан та ветерансем алӑ усса лармаҫҫӗ. Вӗсем «ВОИН» центрта  инструкторсем пулса ӗҫлеҫҫӗ, тӗрлӗ проектсене хастар хутшӑнаҫҫӗ, «Разговоры о важном» проект шайӗнче паттӑрлӑх енӗпе мероприятисем ирттереҫҫӗ. Вӗсен ӗҫне ятарлӑ ҫар операцийӗнче пулнӑ ветерансен Ассоциацийӗ йӗркелесе пырать.

«Салтаксен тата вӗсен ҫемйисене пулӑшасси — пирӗн ҫирӗп приоритет. Малти ретрен  таврӑннисене хӑйсене  кирлӗ утӑм тума пулӑшасси тата вӗсене хӑйсен опычӗпе ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас тӗлӗшпе усӑ курма майсем туса парасси питӗ кирлӗ», — палӑртнӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *