Пятница, 23 октября

Хумхануллӑ самантра юнашар пулнӑ

Пӗлӳ кунӗнче Чӑваш республики те Пӗтӗм Раҫҫейри  «Быть рядом» акцие хутшӑннӑ. Ӑна Раҫҫей ҫамрӑкӗсен Роспатриотцентрӗ, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ ветерансен Ассоциацийӗ «Защитники Отечества» патшалӑх фончӗн Чӑваш Енри филиалӗпе пӗрле йӗркеленӗ.

Ҫак кун ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ 14 ветеран 10 муниципалитетра Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫ хунӑ салтаксен 16 ачине  хӑйсен ӗмӗрӗнчи пӗрремӗш шкул линейкине илсе пынӑ.

Сентябрӗн 1-мӗшӗ кашни ачашӑн пӗлтерӗшлӗ кун. Пӗрремӗш хут парта хушшине лараканшӑн вара уйрӑмах хумхануллӑ самант. Ҫавӑнпа та ачапа юнашар ашшӗ вырӑнне, ун пекех Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗ, халӗ ҫемье тӗрекӗ пулма хатӗр  ветеран  пулни паха.

«Эпир паттӑрсене манмастпӑр. Эпир вӗсен ачисемпе яланах юнашар. Вӗсен ҫемйисене пӗччен хӑвармӑпӑр. Ҫак Пӗлӳ кунӗнче кашни ача юнашар тӗрек пулнине туйса тӑтӑр», — тенӗ Чӑваш           Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *