Вӗрентекен — чи кирлӗ профессисенчен пӗри. Вӗсен ӗҫӗсенчен, тӑрӑшуллӑхӗсенчен пирӗн ачасен, республикӑн, ҫӗршывӑн пуласлӑхӗ нумай килет. Педагогсем кашни кун пӗлӳ парса вӗренекенсен пултарулӑхне аталантарма, хӑйсене шанма, тавра курӑмне ӳстерме пулӑшаҫҫӗ.
Ҫавӑнпа та республикӑра вӗсене ӗҫлеме хавхалантарса, пулӑшса пыма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн педагогика ӗҫченӗсен профессиллӗ конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисене хавхалантармалли укҫа-тенкӗ виҫине ӳстересси ҫинчен калакан Указӗ те ҫав тӗллевпе тунӑ утӑмсенчен пӗри.
Кӑҫалхи ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен пуҫласа «Чӑваш Енри ҫулталӑк учителӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫине паракан укҫа-тенкӗ виҫине 150 пин тенкӗрен 200 пин тенке, «Чӑваш Енри ҫулталӑк воспитателӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫине тивӗҫекен виҫине 100 пин тенкӗрен 150 пин тенке ҫити ӳстерме палӑртнӑ. Вӗсемсӗр пуҫне тата 9 професси конкурсӗсенче ҫӗнтернисене малтанхи 50 пин тенкӗ вырӑнне 70 пин тенкӗ укҫа парса хавхалантарӗҫ.
Кӑҫалтан тата тепӗр икӗ ҫӗнӗ конкурс пулӗ6 «Шкул ҫулне ҫитмен ачасен тӑван чӗлхине аталантарассин чи лайӑх практики» тата «Чӑваш Енри ҫулталӑк советникӗ». Вӗсен ҫӗнтерӳҫисем те 70 пин тенке тивӗҫӗҫ.

