Четверг, 22 октября

Тикӗс ҫул пуласса шанаҫҫӗ

Урмаел сали округра ӑнӑҫлӑ аталанса пыраканнисенчен пӗри. Кунта пурӑнакансем ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗклеҫҫӗ, хуралтӑсем тӑваҫҫӗ. Ҫамрӑксем хушшинче те тӑван тӑрӑха юлакансем  чылай. Ҫавӑнпа та демографилле лару-тӑру та лайӑхрах.

Ялта пурӑнакансем ҫулсеренех «Ниме — халӑх бюджечӗ» проекта хастар хутшӑнаҫҫӗ. Кунта юлашки ҫулсенче анчах пуҫаруллӑ  проектсемпе чылай ӗҫ пурнӑҫланӑ. Халӑх хӑйсем пурӑнакан тӑрӑх илемлӗ те хӑтлӑ пултӑр тесе тимлет.

Ҫитес ҫул кунта «Ниме — халӑх бюджечӗ» проекта хутшӑнса Урмаелӗнчи Ленин урамӗнче ҫула юсасшӑн. Проекта хатӗрлесе ҫитернӗ, ӗҫ планне ҫирӗплетнӗ, пуҫару ушкӑнӗ йӗркеленӗ.

Ял инфраструктурине аталантарас тӗлӗшпе «Ниме — халӑх бюджечӗ» проект пысӑк пулӑшу панине ял халӑхӗ ӑнланса йышӑнать. Ҫула юсассине те ял ҫыннисем ырларӗҫ, укҫа-тенкӗ хыврӗҫ. Комисси ӑна ҫирӗплетессе, ҫитес ҫул ку урамра пурӑнакансене тикӗс те такӑр ҫул савӑнтарасса шанаҫҫӗ. Фидаил Рахимзянов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *