«Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ» наци проекчӗн тата «Единая Россия» партин «Сывлӑхлӑ пуласлӑх» проекчӗн тӗллевӗсенчен пӗри ҫынсенче чирӗн сисӗмлӗ паллисем курӑниччен вӗсене тупса палӑртасси, вӑхӑтра сиплеме пуҫласси пулса тӑрать. Ку тӗлӗшпе диспансеризаци пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Комсомольскинчи тӗп больницӑра ӗҫлекенсем халӑхӑн сывлӑхне ӗҫ коллективӗсене тухса вырӑнта тӗрӗслеҫҫӗ.
Маларах медицина ӗҫченӗсем Комсомольски округӗн администрацине ҫитсе муниципалитет ӗҫченӗсемпе тӗл пулнӑ. Вӗсем кунта тӑрӑшакансене тӗрлӗ енчен пӑхса тӗрӗсленӗ, анализсем йышӑннӑ. Куҫса ҫӳрекен мобильлӗ комплекс пулӑшнипе служащисем маммографи тата флюорографи витӗр тухнӑ. 76 ҫын сывлӑхне тӗрлӗ енлӗн тӗрӗсленӗ, сӗнӳсемпе канашсем панӑ. «,ҫтешсем сывлӑхлӑ пулни вӗсене округӑн социаллӑ тата экономика пурнӑҫне аталантарас тӗллевпе тухӑҫлӑ ӗҫлеме пулӑшать. Наци проекчӗпе пурнӑҫлакан мероприятисем ҫынсене нумай ҫул тата хастар ӗҫлеме май парас енӗпе тунӑ утӑм»,— палӑртнӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин.
Иртнӗ эрнере вара медицина ӗҫченӗсен куҫса ҫӳрекен бригади «Централизациленӗ клуб системи» автономлӑ учреждени тата «Централизациленӗ библиотека системи» МБУК ӗҫченӗсем патӗнче пулнӑ. Унта тӑрӑшакан 60 ытла ҫын ҫак кун хӑйсен сывлӑхӗсене тӗрлӗ енчен тӗрӗслеме пултарнӑ. Опытлӑ врачсем вӗсемпе калаҫса, сывлӑхӗсене тишкерсе сиплев мелӗсем палӑртнӑ. Автономлӑ учреждени директорӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Валентина Тимофеева медицина ӗҫченӗсене коллектив ячӗпе тав сӑмахӗсем каланӑ.
Ҫакӑн пек вырӑна тухса ирттерекен мероприятисем ҫынсен чирӗсене вӑхӑтра тупса палӑртнипе пӗрлех вӗсен сиплевне вӑхӑтра пуҫлама май парать.
Ирина КОРНИЛОВА.

