Типӗ курӑк ҫынна пула ҫунать теме юрать. Ҫут ҫанталӑк айӑпӗпе пулни те пур паллах: тӗслӗхрен, ҫиҫӗмрен. Анчах кун пекки — сайра-хутра кӑна.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Республикинче ҫулӑмпа асӑрханмасӑр усӑ курнӑран типӗ курӑк ҫуннӑ 33 тӗслӗхе шута илнӗ. Пӗтӗмпе — 20 гектар лаптӑк ҫинче. Типӗ курӑк ҫунтарнӑ чухне 1 ҫын пиҫсе кайнӑ, ҫулӑм сарӑлнипе 8 ҫурт-хуралтӑ пӗтнӗ.
Аса илтеретпӗр% апрелӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑра пушара хирӗҫ режим вӑйра. Ҫавна май ку тапхӑрта коммерциллӗ мар сад юлташлӑхӗсенче, вӑрмансенче, ялсенче кӑвайт чӗртме, ҫӳп-ҫап, типӗ курӑк ҫунтарма юрамасть. Мангалпа тата ытти хатӗрпе усӑ курса шашлӑк ӑшалани те — йӗркене пӑсни. Сӳнтермен пирус тӗпне ҫӗре пӑрахмалла мар. Ҫынсем типӗ курӑк, ҫӳп-ҫап ҫунтарнине курсан вӗсем патне пырса ку хӑрушлӑх кӑларса тӑратни пирки аса илтермелле. Ку ыйтупа ачасемпе те калаҫмалла. Кӑвайт чӗртме, шӑрпӑкпа выляма юраманни пирки ӑнлантармалла.
Пушара хирӗҫ режим вӑйра пулнӑ чухне йӗркене пӑссан штраф тӳлеттереҫҫӗ. Ахаль ҫынсен — 10—60 пин, харпӑр усламҫӑсен — 60—80 пин, юридици сӑпачӗсен 400—800 пин тенкӗ тӳлеме тивӗ. Пушар ҫын пурлӑхне е сывлӑхне сиен кӳрсен ахаль ҫынсен 40—50 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Пурлӑха асӑрханмасӑр сиен кӳнӗшӗн РФ УКн 168-мӗш статйипе килӗшӳллӗн уголовлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ. Айӑплав ҫирӗп: 120 пин тенкӗ таран штраф хума е 1 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ. Ҫулӑм вӑрман ҫине куҫрӗ пулсан РФ УКн 261-мӗш статйипе килӗшӳллӗн явап тытма тивӗ, штраф — 500 пин тенкӗ тӑран. 4 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма та пултараҫҫӗ.
Пушар е тӗтӗм шӑрши тухнине асӑрхасанах пӗр тӑхтамасӑр 101 е 112 номерпе шӑнкӑравламалла. Астӑвӑр: тимсӗрлӗх пушар сӑлтавӗ пулма пултарать. Типӗ курӑк ан ҫунтарӑр! Нихӑҫан та, кирек мӗнле пулсан та. Ку йӗркене пӑсни тата хӑрушлӑх кӑларса тӑратни пирки ан манӑр.
Хальхи вӑхӑтра ҫанталӑк питӗ шӑрӑх тӑрать. Ку вӑхӑтра пушар тухас хӑрушлӑх татах та пысӑкрах. Уйрӑмах тимлӗ пулма сӗнетпӗр.
Андрей Симуков,
Комсомольски округӗнчи пушар надзорӗн тӗп патшалӑх инспекторӗ.

