Кашни ҫыншӑн ҫемье пурнӑҫра питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Шӑпах ҫемье пирӗншӗн тӗрек, хавхалану ҫӑлкуҫӗ пулса тӑрать. Ҫакна шута илсе майӑн 15-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ҫемьесен кунне паллӑ тума йышӑннӑ. Ҫак кун Комсомольскинчи этнобиблиотекӑра «Тепло родных сердец» ятпа ӑшӑ та кӑмӑллӑ мероприяти иртрӗ.
Пуҫтарӑннисене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Канаш епархийӗн III округ благочиннӑйӗ, Комсомольскинчи Вознесения Господня храм настоятелӗ Сергий атте, Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ, «Единая Россия» партин хӗрарӑмсен юхӑмӗн округри координаторӗ Инна Ядрова, округ администрацийӗн культура, туризм тата архив ӗҫӗн пайӗн начальникӗ Дария Грибова уяв ячӗпе ӑшшӑн саламларӗҫ, ырлӑх-сывлӑх, ҫемьесенче килӗшӳпе юрату сунчӗҫ.
Мероприятие ҫамрӑк ҫемьесем ҫеҫ мар, нумай ҫул пӗрле килӗштерсе пурӑнакан, юратупа шанчӑклӑхӑн тӗслӗхӗ пулса тӑнӑ мӑшӑрсем те хутшӑнчӗҫ. Нина Яковлевнӑпа Петр Степанович Зайцевсем, Елена Геннадьевнӑпа Сергей Александрович Просвирновсем, ҫавӑн пекех ҫамрӑк ҫемьесем Степановсем, Хисамутдиновсем, Романовсем, Лукияновсем тата Хамзинсем хӑйсем ҫинчен каласа пачӗҫ, ҫемьери йӑла-йӗркесемпе паллаштарчӗҫ, ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗсене уҫрӗҫ. Вӗсем ҫемье хаклӑхӗсем ҫинчен калакан кӗнекесене аса илчӗҫ, викторина ыйтӑвӗсем ҫине ӑмӑртмалла тенӗ пек хуравларӗҫ. Уява хутшӑннӑ кашни ҫемье мероприяти вӗҫӗнче Тав хутне тивӗҫрӗ.
Вера Горбунова.

