Кӑҫал Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 81 ҫул ҫитет. Округра вӑл вӑхӑтра Тӑван ҫӗршывшӑн юн тӑкнисем юлмарӗҫ. Тыл ӗҫченӗсем те сахалланса пыраҫҫӗ. Вӑрҫӑ ачисем те сакӑрвунӑ ҫултан иртнӗ. Анчах кирек мӗнле пулсан та вӑл хӑрушӑ вӑрҫӑ пирки манса кайма юрамасть. Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн пуҫ хунисем, тӑван тӑрӑха таврӑнса вӑй хунӑ ҫынсем ӗмӗр чыс-хисепе тивӗҫ.
Вӑрҫӑ ачи, Комсомольскинчи «Сельхозтехника» юсавпа техника предприятийӗнче тӗп инженерта ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ Иван Григорьевич Семенов (сӑн ӳкерчӗкре) редакцие час-часах кӗрсе тухать. Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑ ҫул вӑл 5 ҫула та ҫитмен пулнӑ. Ҫавӑнпа ҫав хӑрушӑ кунсене лайӑхах астумасть. «Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн пулӗ, ҫул тӑрӑх пӗччен салтак утнине час-часах кураттӑмӑр. Хирте ӗҫлекен хӗрарӑмсем вӗсем патне чупса тухатчӗҫ. Кашниех мӑшӑрӗ, ывӑлӗ, тӑванӗ таврӑнасса кӗтнӗ. Эпӗ те урам тӑрӑх салтак утнине курсан хапхана уҫса хунине астӑватӑп. Вӑл манӑн атте пуласса, алӑкран кӗрсе тӑрасса кӗтеттӗм», — каласа парать Иван Григорьевич.
Вӑл Вӑрманхӗрри Чурачӑкра ҫуралса ӳснӗ май, пӗр ял ҫыннин вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ҫырнӑ заявленине вулавӑшра упранакан документсем хушшинче курни пирки асӑнчӗ. Ҫав заявление илсе кӑтартас килет: «Хамӑр ҫӗршывӑн телейлӗ пурнӑҫне упрассишӗн! Комсомольски районӗнчи Военкомата Вӑрманхӗрри Чурачӑкри «Светлая жизнь» колхоз членӗнчен Одинцов Степан Терентьевичран. Заявлени. Чаплӑран та чаплӑ, тулӑхран та тулӑх пурнӑҫлӑ Совет Союзӗ ҫине ирсӗр юн ӗҫен фашизмла Германи бандичӗсем килсе тапӑнчӗҫ. Анчах вӗсене ирсӗр ӗҫсем тума Совет Союзӗнче ирӗк памастпӑр. Вӗсене хирӗҫ тӑратпӑр. Германири таса чӗреллӗ асапланса пурӑнакан граждансене ҫӑлса кӑларатпӑрах. Ҫавӑнпа та мана военнӑй шутпа ополченствӑна илме ыйтатӑп. Мана 60 ҫула ҫитнӗ тесе айккине пӑрса ан хӑварӑр, ҫак заявленине пурнӑҫа кӗртме ыйтатӑп». 1941 ҫулхи июлӗн 30-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ҫар ӗҫ комиссариачӗ ун ыйтӑвне тивӗҫтермен. Ялта ӗҫлеме те алӑ вӑйӗ кирлӗ пулнӑ. Иван Григорьевич С.Одинцова пӑртак ҫеҫ ас тӑвать. Ялти ӑстаҫӑсенчен пӗри пулнӑ вӑл. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн колхозри ҫил арманӗсене пӑхса тӑнӑ, вӗсене ӗҫлеттернӗ, ҫӗмӗрӗлсен хӑй юсанӑ. Ялта «Ҫтаппан арманне кайрӑм-ха» тенине час-часах илтме пулнине пӗлтерет И.Семенов. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Степан Терентьевич хастар ӗҫӗпе тылран фронта нумай пулӑшнӑ. Ӑна «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе наградӑланӑ.
Ҫак тӗслӗх Раҫҫей халӑхӗ ҫӗршыв умне хӑрушлӑх тухса тӑрсан кашни ҫын, ҫулӗсене пӑхмасӑр, тӑшмана хирӗҫ тӑма хатӗр пулнине кӑтартса парать. Паян ятарлӑ ҫар операцийӗ пынӑ вӑхӑтра халӑх аякри ентешӗсене тӗрлӗ майпа пулӑшать. Тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен ретне тӑраҫҫӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫлансан та пӗтӗм халӑх Ҫӗнтерӳшӗн ӗҫлеме пуҫланӑ. Пирӗн районтан 7 пин ытла ҫын ҫапӑҫу хирӗсене тухса кайнӑ, вӗсенчен 3472-шӗ каялла таврӑнайман. Пиншер ҫын ялта ырми-канми вӑй хунӑ. Ялти пӗтӗм ӗҫ хӗрарӑмсемпе ватӑсем, ачасем ҫине тиеннӗ. Нумай хут вӑйлӑ тӑшмана парӑнтарма вӑй ҫитерни чӑн-чӑн паттӑрлӑх.
Майӑн 9-мӗшӗ — пӗтӗм халӑх уявӗ. Кашни килтенех кам та пулсан фронтра е тылра Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ.
Юрий Гаврилов.

